Тĕшмĕшçĕ
Курӑнакан калӑплав
Тĕшмĕшçĕ, — асамлă çын. Тĕшмĕш пĕлмен, курăнман тĕнче çинчен /леш тĕнче çинчен/ калакан вĕрентӳ. Авалхи тĕрĕк чĕлхинче "тĕш" сăмахпа ыйăха, тĕлĕке /тĕшмĕрет/, ĕмĕтри е шухăшри курăма палăртнă.
Ăсчахсем "тĕшмĕш" суя ĕненӳ, пуçри пăтранчăк, тĕрĕс мар шухăш тесе çыраççĕ.
Чăваш сăмахлăхĕнче, ăнланăвĕнче — тĕшмĕшçĕ пулас пулăмăн, сиктерĕвĕн е улшăнăвăн пуçламăшне пĕлекенĕ. Асам майĕпе тухатса çав пулăма сиктерсе кăлараканĕ. Халăхра тĕшмĕшçĕсем çав асамлă тухатусене темиçе майпа /17 таран/ тăваççĕ тенĕ.
Тĕслĕхрен: сăмах /кĕлĕ/ каласа, вĕрсе-сурса, шыв сапса, куç пăвса, япала пăрахса, çил тăрăх, усен-тăран урлă тата ыт. те.
Вăхăт иртнĕçемĕн тĕшмĕш йăли, тĕшмĕшçĕсем пурнăçран тухса пыраççĕ.