Тагаль чĕлхи
Курӑнакан калӑплав
Тагаль чĕлхи е Тагалог чӗлхи (хӑй ячӗ: Tagalog [təˈga:log], байбайин: ᜆᜄᜎᜓᜄ᜔)— тагальсен чĕлхи, Филиппин патшалăх чĕлхи. Ку чĕлхе çинчен Филиппин утравĕсенчи çынсен 60% калаçать. Ытларах енĕпе Лусон тата ун çумĕнчи утравсем çинче калаçаççĕ.
Тагаль чĕлхинче префикссем, инфикссем тата суффикссем вăйлă аталаннă. Ку енĕпе вăл ытти малай чĕлхисенчен малта тăрать. Глаголсем самай аталануллă.
Малтан тагаль чĕлхин хăйсен алфавичĕ пулнă, анчах та христианлăх сăрăлнине пула ун вырăнне латин алфавичĕ сарăлма пуçланă. Халĕ малтанхи алфавита питĕ сайра çĕрте усă кураççĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |