Тамантурхан кнеçлĕхĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Тамантурхан кнеçлĕхĕ, — авалхи вырăс кнеçлĕхĕ. X-XII ĕмĕрсенче Тамань çурутравĕнче вырнаçнă пулнă, тĕп хули Тамантурханра пулнă.

Историйĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку кнеçлĕх 944 çулта Игорь кнеç Византи çине тата 965 çулта Святостав яссемпе (алансем) касогсене (адыгсем) хирĕç харçа çӳренипе пулса кайнă. Кунта тĕрлĕ халăх пурăннă.

988-1036 çулсенче Тамантурхан кнеçлĕхĕ Мстислав Владимирович аллинче пулнă. Вăл касогсене çĕнтерсе илсе унăн çĕрĕсене пысăклатнă. Тамантурханта Мстислав Турамăш чиркĕвне никĕсленĕ.

XI ĕмĕрти 60-мĕш çулсенчен пуçласа Тамантурхан кнеçлĕхĕ Святослав Ярославич Чернигов кнеçĕн аллинче пулнă. XI ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче астул çинче Глеб, Роман тата Олег Святославичсем ларнă. Вăл çĕрсемпе ытти вырăс кнеçĕсемпе Византи патшисем те хуçаланасшăн пулнă.

XI ĕмĕр вĕçĕпе XII ĕмĕр пуçламăшĕнче кăпчаксем вăй илме пуçланă хыççăн кнеçлĕх ытти вырăс çĕрĕсемпе çыхăну çухатнă, каярахпа вара ытти халăхсен аллине лекнĕ.