Тарай

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Тарай (пĕлтерĕшсем).
Тарай
Юрăсен чĕлхи(сем) чăваш
Хула Таллин
Патшалăх Эстони
Йыш Айтаров (вокал, соло-гитара), Эйнар Муони (бас-гитара), Сергей Чекулаев (аккордион), Дан Ротарь (параппансем)

Тарай — Таллинри (Эстони) чăваш рок мусăк ушкăнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ушкăна 2011-мĕш çулта, Таллинта Александр Айтаров, Эстонире çуралса ӳснĕ чăваш тата унăн юлташĕсем никĕсленĕ. Ушкăнра тăвăтă çын: Айтаров (сасă, гитара), Эйнар Муони (бас), Сергей Чекулаев (аккордеон), Дан Ротарь (параппан). Пурте Таллинра пурăнаççĕ.

Пултарулăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тарай юрри-кĕввине хальхи ташă таппипе мăшăрсăр виçесем, джаз аккорчĕceм тата чăваш халăх çемми хăйне майлă витĕм кӳреççĕ. Пĕр енчен, хайлавсем Европăн юрă-кĕвĕ культурине çывăх. Тепĕр енчен, вĕсенче чăваш ĕнеревĕ те пур. Унсăр пуçне, Айтаров чăваш çыравçисем çырнă сăвăсем тăрăх юрăсем кĕвĕлет[1]. Сăмах май, Айтаровпа Муони тата Чекулаев, Таллинри Палан Архивленĕ 3 Ҫу уйӑхӗн 2013 çулта. чăваш фольклор ушкăнĕнчe тăрăшаççĕ. Вылявçăсем каланă тăрăх, вĕсен тĕп тĕллевĕ – çĕнĕ стиль тăвасси. Тарай пиллĕк демо юрă çыртарнă[2].

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]