Контент патне куҫ

Тарскин шкул алгебри тĕлĕшĕнчи тĕллевчĕкĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Alfred Tarski 1968 (cropped)
Alex Wilkie

Тарскин шкул алгебри тĕлĕшĕнчи тĕллевчĕкĕ текенни çакнашкал проблемăлла ыйту кăларса тăратнă: шкулта вĕрентекен ансат çавахлăхсенчен тухса тăман тата плюслă тулли хисепсене хушассипе, хутлассипе тата капаша хăпартассипе çыхăннă çавахлăх пур-ши?.

Ку тĕллевчĕке (проблемăна) 1980-мĕш çулта Алекс Вилки татса панă, леш хайхи асăннă çавахлăхăн тĕслĕхне тупнă.

Анлăлатнă каланăлăх

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Акă, шкул аксиомисем текен вунпĕр аксиома вăйра тăраççĕ:

вара вĕсенчен плюслă тулли хисепсене хушассипе, хутлассипе тата капаша хăпартассипе çыхăннă хуть те мĕнле çавахлăх та тухса тăрать-ши?

Хайхи шкул аксиомисен йышне майлаштараканĕ Рихард Дедекинд[1], çапах та ун пирки унчченех пĕлнĕ.

Статья пуçелĕкĕнче кăтартнă тĕллевчĕке Альфред Тарски 1960-мĕш çулсенче кăларса тăаратнă. Тĕллĕхлĕ каланăлăх модельсен теорийĕ çинче никĕсленсе тăрать. 1980-мĕш çулсенче вăл Тарскин шкул алгебри тĕлĕшĕнчи тĕллевчĕкĕ пек паллă пулнă.

1980-мĕш çулта Алекс Вилки шкул аксиомисенчен тухса тăман çавахлăха тупнă. чăнах та çапла иккенне ĕнентернĕ. Вăл акă, пирĕн умра:

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Richard Dedekind, Was sind und was sollen die Zahlen?(ним.), 8te unveränderte Aufl. Friedr. Vieweg & Sohn, Braunschweig (1960).