Таяпа (авалхи хула)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Таяпа кун-çулĕ çинчен куçарнă)
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Таяпа (пĕлтерĕшсем.

Таяпа хулиЧăваш Енре, хальхи Чăваш Енĕн Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпа ялĕ патĕнче пулнă чăвашсен (пăлхарсен) авалхи хули.

Пĕтĕмĕшле хыпарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Археологсем тĕпченипе, хулана X ĕмĕрте никĕсленĕ. Хулана хӳмесем кармашланă пулнă. Таяпа карманĕ вăйлă çирĕплетнĕ вырăн пулнă. Ахăртнех, вăл вăл чылай енчен Тикеш пекрех пулнă пулас.

Таяпа хулине чи малтан 1926-1927 çулсенче П.Н.Третьяков чавса тĕпченĕ. 1948 çулта кунта А.П.Смирнов профессор ĕçленĕ. Вĕсем Таяпа хули X ĕмĕрте пуçланса кайнине çирĕплетсех калаççĕ.

Халăх хушшинче çырса илнĕ хайлавсем тăрăх пăхсассăн, Таяпа карманĕнче Кушламар ятлă пăлхар-чăваш пикĕ пурăннă имĕш. Унăн Элпану ятлă пĕртен-пĕр ытарайми хĕрĕ пулнă. Элпану пике Акташ ятлă чухăн çар çыннине юратнă. Вĕсем виççĕшĕ те вара таçтан килнĕ тăшмансемпе çапăçса пуçĕсене хунă.

Çак халăх каланинче тĕрĕслĕх те пур пулĕ. Пăлхар-чăвашсем X ĕмĕрте никĕсленĕ Таяпа хулине чăнах та тутар-монголсем килсе çĕмĕрнĕ. Кайран вара, XIII ĕмĕрĕн варринче, Таяпа тепре çĕнелсе аталанать. Ăна ĕлĕкхинчен те ытларах çирĕплетнĕ тесе шутламашкăн та май пур. Таяпа карманне çĕнетекенсем питĕ çӳллĕ хӳме çĕкленĕ. Вăл тăваткал пулнă. Ăна иккĕ ĕрет юман пĕренесенчен туса хунă. Юман пĕренисем хушшине çĕр таптаса тултарнă. Карман хӳмин кашни кĕтесĕнче питĕ вăйлă турулсем хуралçăсем пекех тӳпенелле кармашăнса ларнă. Пĕтĕмпе саккăр турул пулнă.

Сыхлав хӳми умне шĕвĕртнĕ пĕренесене тăрăнтарса лартса шĕтĕрнек евĕрлĕ тепĕр хут çирĕп хӳтлев тунă. Ун тулашĕнче çĕр чавса тунă хӳтлев. Тата аяккарах - туп-тулли шыв тултарнă тарăн канав. Ун урлă каçма пĕртен-пĕр çĕкленекен кĕпер. Çапла, Таяпа карманне тăватă хӳтлев инкек-синкекрен тăватă хӳтлев сыхланă.

Хулара кирпĕч çуртсем те пулнă. Карманăн çурçĕр енчи хӳми патĕнче кирпĕчрен тунă виçĕ метр çурă сарлакăш çурт никĕсне тупнă. Ку вăл пысăк кермен пулнă. Ăна тĕп сакайĕнчен хутса, пăрăхсем тăрăх вĕри шыв ярса ăшăтса тăнă. Çак кермен çумĕнче чылай кĕленче, савăт-сапа ванчăкĕсене тупнă. Таяпа хулинче пăхăр шăратнă, тимĕрçĕ лаççисем ĕçленĕ. Кунтах пысăк çар тăнă. Археологсем каланă тăрăх, çак кармана тăшмансем XIV ĕмĕрте çунтарса янă, пулас.

Таяпана асăнса çырнă сăвă[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Таяпа, Таяпа, Таяпа...
Кушламарăн мухтавлă керменĕ...
Элпану хĕр кунта тусĕпе Акташпа
Чăн телей тупасса ĕмĕтленнĕ.
Таяпа, Таяпа, Таяпа...
Сан çинчен хайлавсем пуçтаратăп,
Туслашатăп кунта эпĕ иртнĕ кунпа,
Килес ĕмĕр патне çул хыватăп.

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]