Шупашкар
Шупашкар Şupaşkar | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Раççей |
---|---|
Регион: | Чăваш Ен |
Никĕсленĕ: | 1236 |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 496 238 (2023) |
Хула лаптăкĕ: | 251 км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 56° 04' |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 47° 10' |
Шупашкар (Şupaşkar, выр. Чебоксары) — Чăваш Республикин тĕп хули. Атăл юханшывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă пысăк порт. Атăлçи тăрăхĕнчи чи пысăк тĕн, экономика, политика, ăслăлăх, культура тата спорт центрĕсенчен пĕри.
Шупашкар хули тăрăхĕ йĕркелет. Шупашкар хулин тăрăх Муркаш, Трак, Çĕрпӳ, Сĕнтĕрвăрри районĕсемпе тата Çĕнĕ Шупашкар хулипе чикĕленет.
Хула кунне çурла уйăхĕн виççĕмĕш вырсарни кунĕнче паллă тăваççĕ. Шупашкарта пĕтĕмпе 496 238[1] çын пурăнать.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар Чулхулапа Хусан хулисем хушшинче, Атăл юхан шывĕн сылтăм çыранĕнче вырнаçнă. Шупашкар виçĕ района пайланать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ тата Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ.
Шупашкартан инçех мар хула-спутникĕ Çĕнĕ Шупашкар вырнаçнă. Унта пĕтĕмпе 125 пин çын пурăнать.
Чăваш Енĕн тĕп хули
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1920 çулта Шупашкар Чăваш автономлă облаçĕн тĕп хули пулса тăрать. 1925 çулхи ака уйăхĕн 21 мĕшĕнче Чăваш автономлă облаçе Чăваш АССР çине куçарнă. Шупашкар Чăваш АССР тĕп хули пулса тăнă.
Кунçул
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕплĕнренрех Шупашкар историйĕ статьяна вулăр.
Хула пулса кайни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каховский Василий Филиппович профессор ирттернĕ археологи экспедицийĕ кăтартнă тăрăх, Шупашкар пулса каяс умĕн çак вырăнта хула евĕр хулаш пулнă. Вăл XIII—XIV ĕмĕрсем хушшинче йĕркеленнĕ, унта пăлхар-чăвашсем пурăннă.
Венецири Францискпа Доминика Пицигани 1367-мĕш çулхи пысăк картти çинче тата Каталинскин 1375-мĕш çулхи атласĕн виççĕмĕш картти çинче Шупашкар вырăнĕнче ятсăр хула тăнă. Маларах тунă карттăсем çине таянса 1459-мĕш çулта Фра-Мауро Альфонс V Португали патши валли карттă хатĕрленĕ. Унта Шупашкар вырăнĕнче Вăта-Сăвар хули тăнă. Апла пулсан та хулана 1469 çулта никĕсленĕ тесе палăртаççĕ. Шăпах çак çулта вырăс çулçиравсенчĕ Шупашкар пирки пĕрремĕш хут асăннă. Ҫулçирав тăрăх, хулара ирĕк халăхсене пусмăрлас тесе Хусана каякан Иван Дмитриевич Рун воевода чарăннă. Хаяр Йăван 1555 çулта вырăнти халăхсене алăра тытса тăрас тесе кунта вырăссен çар хӳтлĕхне çĕклеме хушнă. Хулан хӳтлĕхĕ пулнă. Пăлхавçăсем ăна темиçе хут та çунтарса янă, юлашки хут çунса кайнă хыççăн ăна урăх хăпартман.
Историксем хула пулса кайнă çула тепĕр хут пăхса тухма хистеççĕ. Юлашки археологи тĕпчевĕсене кура, Шупашкара XIII ĕмĕртех Сăвар хулинчен куçса килнĕ пăлхарсем йĕркеленĕ.
Хула йĕркеленнĕ тапхăрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш тапхăра 1555 çулччен тесе палăртма пулать. Авалхи хулаш Чебоксарка вăррийĕн айлăмĕнче икĕ çыран хĕррипе вырнаçнă пулнă. Асăннă тапхăрăн архитектура палăкĕсем сыхланса юлман. Хуралтăсем пулни çинчен археологи тĕпчевĕсенчен кăна паллă. Çуртсем йывăçран пулнă. Археологсем тупнă лаптак кирпӗчсемпе, ахăртнех, тӗпсакайӗнче тата шалта кăмакасем тунă чух усă курнă.
Иккĕмĕш тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вырăс влаçӗ Шупашкарта йывăçран кремль тунă вăхăта иккӗмӗш тапхăр пуçламăшӗ тесе палăртма пулать. Вăл XVII ӗмӗр варричен тăсăлать. Ку та йывăç зодчествин тапхăрӗ шутланать.
1555-мӗш çулта, утă уйăхӗн 23-24-мӗшӗсенче Хусана каякан Хусан тата Свияжск архиепископӗ Гурий [1] Шупашкара чарăнать, Хаяр Йăван хушнипе вырăна сăваплать, пулас кремлӗн чиккисене палăртать, Введенски соборĕ вырăнĕнче йӗтĕн пиртен çĕленĕ чиркӳ лартать. Çав çултах кремле те тунă.
Кремль сăрт çинче ларнă пулнă. Хальхи вăхăтра унта Иванов Константин Васильевич тата Çеçпĕл Мишши урамӗсем вырнаçнă. Кремль ăшне воевода картишӗпе приказ çурчӗ, хысна, тӗрме, аманат картишӗ тата чиркӳсем туса лартнă. Çавăн пекех унта дворянсен, боярсен, тӳре-шарасен, тӗн ӗçченӗсен тата ухăçсен çурчӗсем вырнаçнă пулнă.
Виççӗмӗш тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку тапхăр 1660-мӗш çулсенчен пуçласа XVIII ӗмӗр вӗçне çити тăсăлать. Вăл чул зодчествин аталанăвӗпе палăрса тăрать. Мӗн пур хулана тенӗ пекех çунтарса янă вăйлă пушар хыççăн чултан пысăк собор чиркӗвне, Введенски соборне туса лартнă. Вăл — паянхи кунччен чылай юлнă чул зодчествин пӗрремӗш палăкӗ. Ун хыççăн тата Троицки соборне, сăваплă Николай валли хушса тунă Толг Тур Амăшӗн тата Феодор Стартилатан хапха çийӗнчи чул чиркӗвӗсене лартнă.
Кремль пушарта темиçе хут та çунса кайнă. Вара 1704-мӗш çулта ăна çӗнӗрен тума шут тытнă.
XVIII ӗмӗрте чул çуртсене тăвас ӗç малалла пырать. Чиркӗве çӳрекенсем, ытти хула çыннисем укçа панипе нумай чул чиркӳ ӳссе ларать. Вӗсенчен нумайăшне йăлана кӗнӗ чатăр архитектурине кура тунă. Хăш-пӗр чиркӳсенче классицизм, теприсенче барокко сӗмӗ палăрса тăнă. Чылай чиркӗве фреска çыравӗпе хитрелетнӗ.
Купсасем пӗр тата икӗ хутлă чул çуртсем лартнă. Чул чиркӳсем, çуртсемпе хуралтăсем тунă хыççăн Шупашкар сăнӗ палăрмаллах улшăннă. «Шупашкар маншăн Чулхуларан пур енпе те лайăхрах», — тенӗ Екатерина II хулара пулса курнă хыççăн.
1773-мӗш çулхи пушар хыççăн Хусан кӗпӗрнаттарӗн архитектура служби тата Петӗрпе Мускав çурт тăвас комитечӗ Сенат хушнипе Шупашкар валли ятарлă план хатӗрленӗ. Ăна кура хула виçӗ пая пайланнă пулнă, Чебоксарка айккипе промышленноç çурчӗсене лартма юраман. Планăн пӗр пайӗ кăна пурнăçланнă.
Тăваттăмӗш тапхăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăваттăмӗш тапхăр XIX — XX-мӗш ӗмӗр пуçламăшӗпе тӳр килет.
1829-мӗш çулта ятарлă комисси «çӳлтен çирӗплетнӗ» çӗнӗ план хатӗрленӗ. Унта çуртсем мӗнлерех йышши пулмаллине, урамсен вырнаçăвне тӗплӗн çырса кăтартнă пулнă. Анчах та ку планпа та ытла усă курман. Планра маларах палăртнă кăнтăр кварталӗсене пачах та туман. Хăш-пӗр кварталсене вара «мелсӗр вырăн» пулнăран XX ӗмӗрчченех тума пуçламан.
Географи сăнлавĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар хули Атăлçи сăрчӗ çинче, Шупашкар шыв усравĕн сылтăм çыранӗ хӗррипе вырнаçнă. Пӗтӗмӗшле хула чиккин вăрăмăшӗ 83,3 çухрăмпа танлашать, çав шутра 67,0 çухрăм тип çӗрпе, 16,3 — Атăл çыранӗ хӗррипе.
Тӗп плана кура, хула лаптăкӗ 110 км² танлашать. Хула округӗн пӗтӗмӗшле лаптăкӗнчен шыв фончӗн çӗрӗсем 15,7 %, вăрман фончӗн вара 24,8 % йышăнаççӗ.
Вăхăт тăрăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар хули МСК (Мускав вăхăчӗ) тăрăхĕнче вырнаçнă. UTC вăхăтне кура +3 сехет хушăнать. [2]
Маларах асăннă вăхăта тата географи вăрăмлăхне кура вăтам хĕвеллӗ кăнтăр вăхăчӗ 11.51 пуçланать.
Çĕр пичĕн тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Геоморфлоги тĕлĕшĕнчен хула Аталçи платовĕ чиккинче тăрать. Çĕр çийĕн чăн паллисем 53 пуçласа 205 метра çити улшăнма пултараççĕ. Шупашкарта çырмаллă вырăнсем чылай. Хулан структуринче ытларах çырма рельефĕ палăрать, пĕчĕк юханшывсем те (Чебоксарка, Сугутка, Кайбулка, Кувшинка, Трусиха, Кӗçӗн Кувшинка) хулана хăйне майлă сăн кӳреççĕ. Çавна май хулара çуртсем юханшывсен чиккинче вырнаçнă. Вĕсем административлă районсем йĕркелесе кăнтăр еннелле сарăлаççĕ те (шалалла 10 çухрăм) Кӳлмек патĕнче амфитеатр евĕр пĕрлешеççĕ.
Атăл айлăмĕн сулахай çыранĕ ейӳ, çуркунне шыв илет. Сылтăм çыранĕ вара çӳллĕ, чăнкă, ăна шыв илеймест.
Хăш-пĕр вырăн сăртлă пулнипе хула районĕсене çыхăнтармашкăн кĕперсем тума тивнĕ.
Хальлĕхе хулара 5 тĕп кĕпер пур: Гагарин, Калинин, Мускав, Октябрь, Сăкăт.
Климат
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар климӑчĕ — вăтам континенталлă, ăна сивĕ çурçĕр тата нӳрлĕ атлантика сывлăш массисем йĕркелеççĕ. Кунсăр пуçне Шупашкар климӑчĕ çине Ази континенчӗ те витĕм кӳрет.
Хĕлле — сивĕ, юрлă, вăтамран 5 уйăх тăсăлать. Çулла — ăшă, хăш чух шăрăх, 3 уйăх йышăнать.
Çулталăк вăхăчĕсем улшăннă чух, çуркуннепе кĕркунне, çанталăк улшăнуллă, сывлăш температури кĕтмен çĕртен анма е хăпарма пултарать, çуркуннен иккĕмĕш çурринче юр-çумăр калăпăшĕ ӳсме, кĕр пуçламăшĕнче вара чакма пултарать. Куçăм тапхăрĕ çуркунне пĕр-икĕ уйăх, кĕркунне — икĕ уйăх йышăнать.
Шупашкар нӳрлĕх шайĕ çителĕклĕ вырăнта вырнаçнă, анчах та вăл хăвăрт улшăнать. Юр-çумăр сахал пулнăран нӳрлĕх хăвăрт пăсланать, тăтăшах çĕр типет.
Юр чӳк уйăхĕн 3-мĕш декадинче ларать те ака уйăхĕччен ирĕлмесĕр выртать, акан варринче вара пĕтĕмпех ирĕлсе пĕтет. Юр çулталăкра пурĕ 150—160 кун выртать.
Хула тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Администрациллĕ пайлану
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп статья: Шупашкарăн администрациллĕ пайланăвĕ
Хула виçĕ районран тытăнса тăрать: Калинин районĕ, Ленин районĕ, Мускав районĕ, ҫавӑн пекех ӑна Атăл лешьенчи çĕр тытăмĕ пӑхӑнса тӑрарть.
Шупашкара хула тăрăхĕн статусне панӑ.
Ҫавӑн пекех тăрăха Çĕнĕ Лапсар, Сосновка, Северный тата Чандрово ялӗсем кӗреçĕ.
Этимологи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар тесе çыраççĕ, каланă чух Шубашкар теççĕ. Шубаш тени тĕрĕк чĕлхисенче «çарсемпе тăрăхсен енçисене» палăртнă. Вырăсла «наместник» пулать. Енçĕ çумĕнче проффессиллĕ çар çыннисем — чăвашсем — хĕсметре тăнă. Вĕсем пĕчĕк кӗсъе командирĕсем пулнă, çармăссене çар ĕçне вĕрентсе тăнă. Ун чух чăваш, тутар тата çармăс тени халăха пĕлтермен, сословине пĕлтернĕ. Сăмахĕ икĕ пайран тăрать: Шупаш тата кар (карса çирĕплетес), карман сăмахран ĕнтĕ. Шупашкар тени Субашăн тата чăваш карманĕ (крепоçĕ) тенине пĕлтерет. Унсăр пуçне Шупашкар хулине Шупаш ятлă паттăр чăваш е чăваш кнеçĕ никĕсленни çинчен каланă халап та пур.
Тепĕр тĕслĕхпе «Шупашкар» сăмаха Четай районĕнчи диалекчĕпе палăртма пулат, «Шу пош — Шыв пуçĕ»[2] палăртат, «Кар» — сăмах карталанă хулана пĕлтерет. Чăваш сăмахлăхĕнче «Шу — Шыва» (тĕрĕксен Су) палăртать: йокан шу, шу йокки, шу армань, шу пулли, шу хĕрри тата ытти. Иккĕмĕш сăмах пайĕ «Паш, Пош — Пуçа» пĕлтерет, тĕрĕк чĕлхинче «Баш», виççĕмĕш пайĕ «Кар — Карта» сăмаха палăртат, финн-укăрсен кар сăмахĕ хулана пĕлтерет, вĕсен чĕлхинчи хуласем СыктывКар, Шурышкар, Дондыкар, Весьякар, Эбгакар, Утэмкар, Иднакар, Ижкар, КудымКар, Кукар (халь Советск хули Киров облаçĕнчи), чăваш ял ячĕсем: Шошкар, Муркар, Пушкар. "Кар е Карта" вырăс чĕлхинче: Город, Городить, Ограда, Ограждение, Ограждённый пĕлтерет,, шведссен чĕлхинче — Гард теççĕ, хăшпĕрисем кар ăмаха булгаризм тесе калаççĕ. В. Г. Егоров ăна иран сăмахĕ тесе шутлать. Ф. И. Гордеев шухăшĕпе те çакнашкалах пулать, ирансен x’ar — çĕршыв, хула сăмахĕнчен пулнă тет. Тутар варианчĕнче «Су Баш» — «юханшыв юппине» пĕлтерет, тӳррĕн куçарсан «юханшыв пуçĕ/пуçламăшĕ», çав сăмахах «Шыв Пуçĕ» е вырăнти калаçура «Шу Пош» тата «Шу Поç» пĕлтерет. Шупашкар йĕрĕ таврашĕнчи ялсен ячĕсем: Онгапось, Сятрапось и Шупоси. Аякрарах урăх чăваш ялĕсен ячĕсем: Пайтуканпуç (Ерилкино), Çырмапуç (Сырмапусь), Талкăшпуç (Малоганькино), Ăсапуç (Смолькино), Таркăнпуç (Большая Тархановка), ЧăллаПуç (Челно-Вершины),
ÇырмаПуç (Сырмапусь), ЕршеПуç (Ершипоси), Çăлпуç (Аксарино), Шетмĕпуç (Шатьмапоси), Шупуç (Шупоси), Юнкăпуç (Юнгапоси), Юханпуçĕ (Юганпоси), Çырпуçĕ (Сирпозе), Ербаш (Ербашка; чув.Ерпаш).
В ст. о Шуматовском приходе Вы речку Ербаш (Ерпаш) произвели от йор — снег, между тем как известно, что мелкие реки у чуваш — сьырмары шузам — называются более по местности; поэтому Ер есть ни что иное, как тюркское (т. старо-чувашское) а оно же и русское яр — крутой берег — нынешн. чувашск. сьыр (а от него сьырма), а башь — татарск. башы, так что Ербаш — нынешн. чувашскому сьырма позе(ь) — голова (вершина) оврага.— Н. И. Золотницкий Письмо В. К. Магницкому, 1875 год
Шупоськар ~ Шупашкар -> Шывпуç карĕ — Город на реке «Шыв пуçĕ».
Влаҫ тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хула администрацийĕн пуçлăхĕ — Ладыков Алексей Олегович.
Вĕрентӳ ĕçĕн управленийĕн пуçлăхĕ — Кудряшов Сергей Владимирович.
Ҫĕнĕ Шупашкар хула-спутник тата Шупашкар агломерацийĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар хулин спутникӗ пур — Çĕнĕ Шупашкар, вӗсенче пурӗпе 680 пин ытла ҫын пурнать [3], полицентрла агломерацине йӗркеленĕ.
2008-мӗш ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗнче Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкара пӗрлештересси пирки референдум ирттернӗ, анчах та Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансенчен нумайӑшӗ хирӗҫ пулнӑран ку ыйтӑва татассине ӳлӗме хӑварнӑ. [4] 2019 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
Çутĕç, ăслăлăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вĕрентӳ керменĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ
- И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ
- Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ
- Чăваш республикинчи вĕренӳ институчĕ
- Шупашкар кооператив институчĕ
Ăслăлăх-тĕпчев институчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Театрсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш патшалăх К.В. Иванов ячĕллĕ академи драма театрĕ
- Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ
- Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ
- Чăваш патшалăх пукане театрĕ
Фестивальсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вулавăшсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Музейсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Чăваш наци музейĕ Адрес: 5 çурт, Хĕрлĕ лапам.
- Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ
- Сăра музейĕ
- Курав-музей центрĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ.
- Этнографи тата вăрçă мухтавĕн музейĕ, вăхăтлă куравсем.
- Чăваш патшалăх ӳнер музейĕ. Адрес: 8 çурт, Ехрем купса урамĕ. Адрес: 60 çурт, Калинин урамĕ.
- Ӳнер пухăмĕ (Атăл çинче). Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ.
- ЧПӲМ вырăс тата ютçĕр ӳнер уйрамĕ.
- В. И. Чапаев музейĕ. Адрес: 46А çурт, Ленин проспекчĕ (Чапаев скверĕ)
- Хальхи ӳнер центрĕ. Адрес: 1/15 çурт, Президент бульварĕ.
- К. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 4 çурт, К. Иванов урамĕ. Адрес: 20 çурт, Дзержинский урамĕ.
- Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ литература музейĕ. Адрес: 8 çурт, Çеçпĕл урамĕ.
- Спиридонов М. С. хваттер-музейĕ. Адрес: 1 çурт, Спиридонов урамĕ.
- Халăх пултарулăхĕн çурчĕ. Адрес: 32 çурт, К.Маркс урамĕ.
- Культурăпа курав центрĕ «Асамат кĕперĕ». Адрес: 4А-1 çурт, Эльмень урамĕ
- Ӳнер пухăмĕ "Акварель. Адрес: 6Б çурт, Сверчков урамĕ.
- Вăрман республика музейĕ. Адрес: 10 çурт, Вăрман паççулки.
- Геологи музейĕ. Адрес: 12 çурт, Ехрем купса бульварĕ.
- В. И. Чапаев ячĕллĕ ĕ/п музейĕ. Адрес: 7Д сурт, Промышленная-КАР.
- Чăваш Ен милицин кун-çулĕ. Адрес: 3 çурт, Энгельс урамĕ.
- Пушар техникин куравĕ. Адрес: 37 çурт, К.Маркс урамĕ.
Скверсем, парксем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнчех симĕс хула пулнă. Хула урамĕсенче йывăç нумай пулнă пулин те, ятарласа илемлетме лартнă ӳсен-тăрансем пулман. 1930 çулччен урамсене пачах та хитрелетмен.
Тӳремсем:
Парксем:
- «Лакрей вăрманĕ» культурăпа кану паркĕ;
- Этнографи паркĕ;
- Н. К. Крупская ячĕллĕ парк;
- Ача паркĕ;
- «Шупашкар:500 çул» культурăпа кану паркĕ;
- А. Г. Николаев ячĕллĕ ача-пăча паркĕ;
- «Çĕнтерӳ» паркĕ.
Скверсем:
- К. В. Иванов ячĕллĕ сквер;
- В. И. Чапаев ячĕллĕ сквер;
- Республика лапамĕнчи сквер;
- И. Я. Яковлев ячĕллĕ сквер;
- «Гузовской культурисем» çутçанталăк палăкĕ.
Шыв айĕнче юлнă
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Радио
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăтăшлăх, МГц | Ячĕ | Тăтăшлăх, МГц | Ячĕ |
---|---|---|---|
98,5 | «Вести FМ» | 103,0 | «Детское радио» |
99,5 | «Радио Маяк» | 103,5 | «Ретро FM» |
99,9 | Радио Чувашии-России | 104,2 | «Love Radio» |
100,3 | «Тӑван радио» | 105,0 | «Национальное радио Чувашии» |
100,7 | «Дорожное Радио» | 105,7 | Радио Дача |
101,5 | «Авторадио» | 107,0 | «Русское Радио» |
102,0 | «Радио родных дорог» | 107,9 | «Радио Звезда» |
102,5 | «Европа Плюс» |
Чыслă граждансем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Давыдов-Анатри Василий Иванович — сăвăç.
- Егорова Валентина Михайловна — спортсмен.
- Юрьев Элли Михайлович — графика енĕпе ӳкерçĕ.
- Николаев Андриян Григорьевич — космонавт.
- Николаева Елена Николаевна — спортсмен.
Тăванлă хуласем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкарăн 3 тăванлă хула:
Çавăн пекех
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ https://rosstat.gov.ru/storage/mediabank/CcG8qBhP/mun_obr2020.rar
- ^ http://ru.samah.chv.su/s/%D1%88%D1%83%20%D0%BF%D0%BE%C3%A7%C4%95 2022 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 6-мӗшӗнче архивланӑ.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Шупашкар Викиампарта? |
- Официальный сайт города Чебоксары
- Шупашкар хулин сайчĕ
- Хула администрацийĕн сайчĕ
- Шупашкарăн 3D панорамисем
Чăваш Ен |
|||
---|---|---|---|
Тĕп хула: Шупашкар Районсем: Вăрмар | Вăрнар | Елчĕк | Етĕрне | Йĕпреç | Канаш | Комсомольски | Красноармейски | Куславкка | Муркаш | Патăрьел | Пăрачкав | Сĕнтĕрвăрри | Çĕмĕрле | Çĕрпӳ | Тăвай | Улатăр | Хĕрлĕ Чутай | Шăмăршă | Шупашкар | Элĕк | Статьясем: Географи | Гербĕ | Гимнĕ | Историйĕ | Халăхĕ | Администрациллĕ-территориллĕ пайланăвĕ | Ялавĕ |
Чăваш Ен темăсенче | ||
---|---|---|
Тӳре-шара • Президент • Герб • Ялав • Гимн • Администрациллĕ пайлану • Географи • Хуласем • Халăх • Истори • Экономика • Театрсем • Архитектура • Садсемпе парксем • Музейсем • Спорт • Пĕлӳлĕх • Ăслăх • Тĕн • Паллă вырăнсем • Транспорт • Радио • Телевидени • Климат • Экологи • Чӗрчунсем • Ӳсентӑрансем • Юханшывсем • Чăваш Енĕн чи аслă пуçлăхĕсен йышĕ |
Раççейĕн пысăк хулисем |
|
---|---|
1. Мускав • 2. Санкт-Петербург • 3. Çĕн Çĕпĕр • 4. Екатеринбург • 5. Чулхула • 6. Хусан • 7. Самар • 8. Омск • 9. Челепи • 10. Ростов-Тан-çинчи • 11. Ĕпхӳ • 12. Перĕм • 13. Волгоград • 14. Красноярск • 15. Воронеж • 16. Сарăту • 17. Тольятти • 18. Краснодар • 19. Ижевск • 20. Ярославль • 21. Чĕмпĕр • 22. Барнаул • 23. Иркутск • 24. Хабаровск • 25. Тĕмен • 26. Владивосток • 27. Новокузнецк • 28. Ăренпур • 29. Кемĕр • 30. Чаллă • 31. Киан • 32. Томск • 33. Пенза • 34. Аçтăрхан • 35. Липецк • 36. Тулă • 37. Махачкала • 38. Киров • 39. Шупашкар • 40. Калининград • 41. Курск • 42. Магнитогорск • 43. Тĕвер • 44. Брянск • 45. Иваново • 46. Улан-Удэ • 47. Анат Тагил • 48. Ставропăль • 49. Белгород • 50. Архангельск |
Ĕçри хастарлăх хулисем |
|
---|---|
Алдан • Аçтăрхан • Барнаул • Бологое • Боровичи • Улатимĕр • Вологда • Воркута • Воткинск • Горловка • Дзержинск • Екатеринбург • Златоуст • Иваново • Ижевск • Иркутск • Хусан • Каменск-Уральский • Каспийск • Кемĕр • Киров • Коломна • Комсомольск-на-Амуре • Кострома • Красноярск • Луганск • Лысьва • Магадан • Магнитогорск • Мончегорск • Находка • Чулхула • Нижний Тагил • Новокузнецк • Новомосковск • Çĕн Çĕпĕр • Норильск • Омск • Орск • Оха • Пенза • Перĕм • Подольск • Прокопьевск • Рубцовск • Рыбинск • Рязань • Самар • Сарăту • Северодвинск • Ступино • Сызрань • Томск • Тĕмен • Улан-Удэ • Чĕмпĕр • Ĕпхӳ • Ханты-Мансийск • Шупашкар • Челепи • Чита • Якутск • Ярославль |
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |