Тевтон орденĕ
Тевтон орденĕ | |
---|---|
Никĕсленĕ çул | 1190 — 1809 1915 — хальхи вăхăта |
Патшалăх | Тевтон Орденĕ |
Пăхăну | Роман паппи, Таса Роман империн императорĕ |
Тĕс | Католици тĕн орденĕ (1192—1929 — Христиансен вăрçă орденĕ) |
Йыхрав | ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват») |
Сăрăсем | Хура хĕреслĕ шурă манти |
Хутшăну | Пăрлак çапăçăвĕ, Грюнвальд çапăçăвĕ |
Командирсем | |
Хальхи командир | Бруно Платтер |
Паллă командирсем | Герман фон Зальца Зигфрид фон Фейхтванген Винрих фон Книпроде Конрад фон Юнгинген |
Тевто́н о́рденĕ (лат. teutonicus — нимĕçле; ним. Deutscher Orden) — XII ĕмĕрĕн вĕçĕнче никĕсленĕ тĕн орденĕ.
Тевтон орденĕн йыхравĕ: ним. «Helfen — Wehren — Heilen» («Пулăш — Хӳтĕле — Сыват»)
Ордена никĕслени
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пĕрремĕш верси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чун-чĕм çĕнĕ орденне нимĕç рыцăрĕсен çулпуçĕсенчен пĕри Фридрих Швабский (ним. Friedrich VI., Herzog von Schwaben) херцăк 1190 çулхи чӳкĕн 19-мĕшĕнче йĕркеленĕ, Акра карманне туртса илсен пульница никĕслевçисем ăна валли хулара пĕрмайхи вырăна тупса панă.
Иккĕмĕш верси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]3-мĕш хĕрес харçи тапхăрĕнче, рыцăрьсем Акрăна хупăрланă чухне, Любекпа Бремен купсисем хирте хоспитăль туса лартнă. Фридрих Швабский херцăк хоспитăле чун-чĕм орденне куçарать, пуçне Конрад капеллан тăрать. Орден вырăнти епископа пăхăнса тăнă, Иоаннитсен орденĕн уйрăмĕ шутланнă.
Орден ячĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Официаллă ордена латинла çапла палăртнă:
- Fratrum Theutonicorum ecclesiae S. Mariae Hiersolymitanae
- Ordo domus Sanctae Mariae Teutonicorum in Jerusalem (иккĕмĕш ячĕ)
Нимĕçле çаплах икĕ вариантпа усă курнă:
- тулли ячĕ — Brüder und Schwestern vom Deutschen Haus Sankt Mariens in Jerusalem
- кĕскетнĕ ячĕ — Der Deutsche Orden
Вырăс историографинче ордена Тевтон орденĕ е Нимĕç орденĕ (Тевтонский орден или Немецкий орден) ят панă.
Çаплах тĕрĕс мар вĕсенен йытă-рыцăрьсем тенĕ.
Орден структури
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă магистр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп статья: Тевтон орденĕн аслă магистрĕсем
Ландмейстер
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ландмейстер (ним. Landmeister) — орден тытăмĕнчи тепĕр ĕç вырăнĕ. Ландмейстер Орденăн хăшпĕр территоринче аслă магистрăн çумĕ шутланнă. Пурĕпе Тевтон орденĕнче виçĕ тĕслĕ ландмейстерсем пулнă:
- Нимĕç ландмейстерĕ (ним. Deutschmeister) — нимĕç ландмейстерĕсем пĕрремĕш 1218 çулта пулса каяççĕ. 1381 çулхи раштавăн 11-мĕшĕнченпе пуçласа орденăн итал харпăлахĕсене те влаçа илеççĕ. 1494 çулта Император Карл V Нимĕç ландмейстерĕсене импери кнеçесен статусн парнелет.
- Пруссири ландмейстер (ним. Landmeister von Preußen) —
- Ливонири ландмейстер (ним. Landmeister von Livland). Ĕç вырăнне 1237 çулта, Тевтон орденне Хĕçпе çӳрекенсен орденĕ кĕрсен, çирĕплетнĕ.
Ландкомтур
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тӳррĕн «çĕр комтурĕ» вуланать. Орденăн баллейне ертсе пынă.
Комтур
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă комтур
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Аслă комтур (ним. Großkomture) — аслă комтурăн çумĕ шутланнă.
Маршал
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Орденăн маршалĕ (ним. Marschalle или ним. Oberstmarschall ) — орденăн вăрçă операцисене ертсе пырасси унăн тĕп тивĕç ĕçĕ шутланнă. Чылай вăхăта вĕсем вăрçă-харçăра е Литвана хирĕçле харçăсене хатĕрленме Кёнигсбергра ирттернĕ. Орден хутшăннă çапăçусенче аслă магистр хыççăн иккĕмĕш пайăр çын шутланнă.
Мăн хоспитальер
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăн хоспитальер (ним. Großspittler) — ордена туса хунă хыççăн пĕрремĕш çулĕсенче орденăн хоспитăльсемпе пульницăсене ертсе пынă. Пруссие çĕнтерсе илсен резиденцине Эльбинга куçăрнă.
Мăн интендант
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Мăн интендант (ним. Ordenstrappier) — лăпкă пурнăçра вăл орденăн тăванĕсене тум-тирпе, апат-çимĕçпе тата кулленхи урăх япалапа тивĕçтерсе тăмалла. Пруссие çĕнтерсе илсен унăн резиденцийĕ Христбург карманĕнче пулнă.
Тĕп хыснаçи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп хыснаçи (ним. Ordenstressler) — орденăн финансă операцисене туса пынă, орденăн укçа янттисене тытса тăнă.
Урăх ĕç вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Kommandeur(ним.). «Командор» — çарпуçĕ, командир.
- Capitularies(ним.). «Капитульер» — капитул (пуху, лару, комисси) ертӳçи.
- Rathsgebietiger(ним.) — Канаш пайташĕ.
- Deutschherrenmeister(ним.). Германин тĕп магистрĕ.
- Balleimeister(ним.). Харпăрлăх магистрĕ.
Орден кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Орден Хĕвел анăç Европăра
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Орденăн еткерлĕхне илес текенсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Орден тата Прусси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1813 çулта Пруссире «Тимĕр Хĕрес» ордена йышăннă. Тĕсĕпе вăл орден символĕ евĕр пулнă. Орденăн кун-çулне прус шкулĕсенче ăнлантарнă.
Орден тата нацистсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Нацистсем хăйсене орденăн ĕçĕсен, уйрăмах геополитика енĕпе, еткерĕсем тесе шутланă. Орденăн «Хĕвел тухăçнелле хĕстерсе пырас» доктринине пĕтĕмĕшлех Виççĕмĕш Райх ертӳлĕхĕ алла илнĕ.
Нацистсем орденăн материаллă харпăрлăхне те хапсăннă. Австрие 1938 çулхи авăнăн 6-мĕшĕнче аншлюссласан, орденăн харпăрлăхне Германи национализациленĕ. Çавăн пекех Чехословакие 1939 çулта ярса илсен те ĕç-пуç çаврăннă. Хăйсен ирĕклĕхне Югославири тата Тиролĕн кантăрĕнчи орден пульницисемпе çурчĕсем сыхласа юлнă.
Ордена чĕртни. Орден паян
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ордена 1834 çулта австри императорĕ Франц I пулăшăвĕпе çĕнетме тытăннă. Çĕнĕ Орденăн политика тата вăрçă амбицисем пулман, вăл хайĕн вăйне ыркăмăллăха, чирлĕ çынсене пулăшма т. ыт янă.
Нацистсем Ордена хăваланă чухне унăн ĕçĕ-хĕлĕ пĕтсех ларнă.
Вăрçă вĕçленсен ордена нацистсем аннексиленĕ австри харпăрлăхĕсене тавăрса панă.
1947 çулта ордена пĕтерес декрета аннулленĕ.
Ордена социаллă Чехословакинче çĕнĕрен туман, çапах та Австрире тата Германире чĕрĕлнĕ. Совет блокĕ аркансан орденăн уйрăмĕсем Чехинче (Моравипе Богемире), Словенире тата хăшпĕр европа патшалăхĕсенче йĕркеленнĕ. АПШра та орденăн пайташĕсем (20 çынна яхăн) ĕçлеççĕ.
Аслă магистр резиденцийĕ халĕ те Венăра вырнаçнă. Унтах орденăн хысна çурчĕ тата истори архивĕсене, 1000 яхăн кивĕ пичете, урăх документсене упракан библиотека. Орден аббат-хохмейстер ертсе пырать, ордена ытларах хĕрарăмсене пĕрлештерет.
Орден виççĕ çĕртен — Германи, Австри тата Кăнтăр Тироль — тата икĕ командорлăхран — Рим тата Альтенбисен (Бельги) — тытăнса тăнă.
Орденăн хĕрарăм мăнахĕсем Фризах хулинчи Каринтии (Австри) пульницăна тата Кёльнр пĕр харпăр санаторинче ĕçлеççĕ. Орден аппăшĕсем çаплах Бад-Мергенгемри, Регенсбургри тата Нюрнбергри ытти пульницăсемпе санаторисенче вăй хураççĕ.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Бискуп М. Великая война Польши и Литвы с Тевтонским орденом (1409—1411 гг.) в свете новейших исследований // Вопросы истории. — № 12, 1991.
- Бокман Х. Немецкий орден: Двенадцать глав из его истории / Пер. с нем. В. И. Матузовой — М.: Ладомир, 2004. — ISBN 5-86218-450-3.
- Краўцэвіч А. Тэўтонскі ордэн. Ад Ерусаліма да Грунвальда 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.. — Мінск: Навука і тэхніка, 1993. — 46 с. (белар.)
- Урбан В. Тевтонский орден. — М.: АСТ, 2007. — 416 с. — ISBN 978-5-17-044178-5.
Çавăн пекех пахăр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- А. П. Бахтин, Калининград Тевтонский орден 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче архивланӑ. — история Тевтонского ордена по материалам Калининградского областного архива. Калининград — бывший Кёнигсберг.
- Бречкевич М. В. Святополк, князь Поморский.на сайте Руниверс
- Официальный сайт — Deutscher Orden(ним.)(акăлч.)
- Устав братьев, служащих Германскому Братству Св. Марии — Устав Тевтонского ордена
- Chivalricorders.org — Подробный рассказ об ордене(акăлч.)
- Тевтонский орден 2011 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ. — история Тевтонского ордена
- Форум ИПИОХа: Источники по истории Тевтонского ордена 2011 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ.- База данных о ссылках на источники по истории ордена, размещенные в сети Интернет.
- Баранов А. Первые магистры Тевтонского ордена(ĕçлемен каçă)
- Тевтонский орден — история Тевтонского ордена
- Военные предприятия Тевтонского ордена в Прибалтике 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
Хĕрес тĕсĕсем |
|
---|---|
Латин • Сăваплă Петĕр хĕресĕ • Лотаринг / Патриарх • Вырăс православи • Вырăс • Поп • Гугенот Грек • Мальта • Тамплиер • Иерусалим • Македон • Костыль • Тевтон • Крест евангелистов • Архангел • Андрей • Свастика Кельт • Чакана • Тау-хĕрес (Антоний) • Анх (икĕпат хĕресĕ) • Хĕвел хĕресĕ • Аревахач • Серб хĕресĕ Копт хĕресĕ • Лалибела • Эрмен • Сăваплă Нина • Болнис • Новгород • Сăваплă Георгий |
Католици тĕнĕн орденĕсем | |
---|---|
Мăнах орденĕсем: Бенедиктинсем | Визитантсем | Камальдулсем | Картезисем | Траппистсем | Цистерцисем | Паулинсем | Урсулинсем |