Теджен (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Теджен, — Афганистанпа Туркменири юханшыв. Афганистан тăрăхĕнче тата Афганистанпа Иран чикки хушинче Герируд ятлă.

Афганистанра 3000 метр çӳллĕшĕнче юхма пуçлать. Герат оазисĕчен туçи юханшывĕ шутланать. Оазисра унăн шывĕсене шăварма усă кураççĕ. Оазисран юхса тухсассăн каллех туçи юханшывне куçать. Туркменире каллех вара тӳрем юханшывĕ пек юхма пуçлать. Таджен оазисĕнче те унăн шывĕсенех шăварма усă кураççĕ. Оазисра юханшывĕн пĕтĕм шывĕсене усă курнă пирки малалла вара вăл ниăçта та юхмасть.

Юханшыв тăршшĕ 1150 çухрăм, бассейн лаптăкĕ 70 600 км2. Шывĕ шăнмасть.

Хуласем[тӳрлет | кодне тӳрлет]