Тимĕр шапасем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Тимĕр шапасем, Эрнст Геккель кĕнекинчи «Kunstformen der Natur» ÿкерчĕк, 1904

Тимĕр шапасем (лат. Testudines) — шуса çӳрекенсен тăватă ушкăнĕнчен пĕри, вĕсем 220 миллион çул ытла каяллах пулни чавса тупнă шăммисем тăрăх паллă. Халĕ вĕсен ушкăнĕ 328 тĕсрен тăрать, вĕсене 14 йышпа икĕ кĕçĕн ушкăна уйăраççĕ. Тимĕр шапасем тропикаллă тата вăтам çанталăк тăракан зонасенче, пĕтĕм Çĕр çинче тенĕ пек, шывра та, типçĕр çинче те пурăнаçĕ. Тимĕр шапасен уйрăм палли вăл — панцирь, вăл икĕ пайран, карапаксран тата пластронран тăрать. Тимĕр шапан панцирĕ ăна тăшманĕсенчен сыхлать.

Экологи енчен пăхсан, — вĕсен тĕсĕсем тинĕс тата çĕр тимĕр шаписем çине пайланаççĕ. Çĕр тимĕр шаписем вара, типçĕр тата тăварсăр шыв тимĕр шаписем çине пайланаççĕ.

Хăшпĕр чухне ку чĕрчунсене парарептилисен кĕçĕн класне кĕртеççĕ е уйрăм тăракан класа уйăраççĕ.

Тимĕр шапасен чылай тĕсĕсем çын апачĕ пулаççĕ, анчах та вĕсен хушшинче наркăмăшлисем те пур.

Тимĕр шапасен нумайăшĕ пĕтес хăрушлăхра, çавна пула вĕсене сыхлаççĕ.

Тимĕр шапа нумай халăхсен культурисен символĕ пулса тăрать.

Тимĕр шапасемпе ытти рептилисене тĕпчекен зоологи пайне герпетологи теççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Кудрявцев С. В. Фролов В. Е. Руководство по определению черепах мира. — М.: Московский Зоопарк, 2005. — 260 с.
  • Карташев Н. Н., Соколов В. Е., Шилов И. А. Практикум по зоологии позвоночных. — Высшая школа. — М., 1981. — 320 с.
  • Дунаев Е. А., Орлова В. Ф. Земноводные и пресмыкающиеся России. Атлас-определитель. — Фитон+. — М., 2012. — 320 с. — ISBN 978-5-93457-388-2.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]