Тинĕс йыттисем
Курӑнакан калӑплав
Тинĕс йыттисем — Елизавета I вăхăтĕнчи акăлчан авантюрисчĕсем е пирачĕсем. Вĕсем 1560 - 1605 çç. питĕ те хастар пулнă.
1560 çулта Джон Хокинс «тинĕс йыттисен» ертÿçи пулса Кариб тинĕсĕнчи испан карапĕсем çине тапăннă. Тата вĕсем Африкаран чура суту-илĕвĕнче хутшăннă.
Ытти паллă «тинĕс йыттисем» кусем Фрэнсис Дрейк, Рэли Уолтер, Мартин Фробишер тата Ричард Хокинс пулнă. 1604 çултан, Испанипе тăнăçлăх çирĕплетнĕ хыççăн, вĕсенчен чылайăшĕ Варвар çыранĕнче пират ĕçĕнче малалла хутшăннă, англо-турăк пиратлăхне кун-çул парса Аслă Британи монархĕсене иментерсе намăса кĕртнĕ.