Тинĕс чĕнет (фильм)
Тинĕс чĕнет | |
Море зовёт | |
Фильм постерĕ | |
Жанр | драма |
---|---|
Режиссёр | Владимир Браун |
Сценари авторĕ |
Нелли Морозова, Валентин Морозов |
Тĕп рольсенче |
Анатолий Соловьёв, Юрий Пузырёв, Людмила Скопина |
Оператор | Алексей Герасимов |
Композитор | Игорь Шамо |
Кинокомпани | Киеври илемлĕ фильмсен киностудийĕ |
Патшалăх | ССРП |
Çул | 1955 |
«Тинĕс чĕнет» — Владимир Браун режиссёр 1955 çулта Киеври илемлĕ фильмсен киностудинче ӳнерленĕ совет илемлĕ фильмĕ.
Фильма пĕрремĕш хут 1956 çулхи акан 29-мĕшĕнче кăтартнă.
Фильм пурнăçра хăйĕн çулне шыракан çынсем пирки, çынсене тата Тăван çĕршыва юратни пирки каласа парать.
Сюжет
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хура тинĕс морякĕн тăлăх арăмĕ Екатерина Чумак пĕчченех тăватă ывăла ӳстерет. Ачасем, çитĕнсе çитсен, хăйсен пурнăсне тинĕспе çыхăнтарасшăн. Иккĕшĕ ĕнтĕ пĕрле "Медуза" сейнер çинче тăрăшаççĕ. Пĕри — капитан, иккĕмĕшĕ инçе çырансене çитесшĕң те капитан хушнисене итлемест, анчах кĕçех нимĕн те тухманнине ăнланса, пиччĕшне итлет. Чи кĕçĕнни пиллĕкĕмĕш класра вĕренекен Тимка хулиган пулса çитĕнет, çаплах капитан пуласшăн, çавăнпа ăна пиччĕшĕ карап çине юнга вырăнне йышăнать.
Рольсенче
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Людмила Скопина — Екатерина Матвеевна Чумак, тăлăх арăм
- Анатолий Соловьёв — Матвей Чумак
- Юрий Пузырёв — Виктор Чумак
- Александр Суснин — Борис Чумак
- Вова Улитин — Тимка Чумак
- Надежда Семенцова — Антонина
- Надежда Румянцева — Настенька Федоренко
- Григорий Козаченко — Гнат, пулăç
- Пётр Савин — Пётр, пулăç
- Д. Иваний — пулăç
- Андрей Сова — Грицко, пулăç
- Александр Лебедев — Васёк, пулăç
- Владимир Емельянов — Фёдор Михайлович
- Иван Рыжов — Василий Васильевич
- Николай Братерский — Андрей Петрович, бригадир
- Николай Пишванов — пулăçсен хуçалăхĕнче ĕçлекен
- Иван Матвеев — кок
- Фёдор Вархолов — эпизод
- Ольга Реус-Петренко — кассирша (титрта çук)
- Софья Карамаш — бригадир арăмĕ (титрта çук)
Ӳнерлекен ушкăн
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Сценари авторĕсем: Нелли Морозова, Валентин Морозов
- Режиссёр: Владимир Браун
- Оператор: Алексей Герасимов
- Режиссёр: Людмила Денькевич
- Композитор: Игорь Шамо
- Аудиоператор: Андрей Демиденко
- Фильм редакторĕ: Александр Перегуда
- Фильм директорĕ: Александр Котовец
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Советские художественные фильмы. Аннотированный каталог / Редактор В. А. Рязанова. — М.: Искусство, 1961. — Т. II. Звуковые фильмы (1930—1957). — 3000 экз.
- Котенко С. По привычным схемам // Московский комсомолец. — 1956. — № 91 (2757).
Владимир Браунăн фильмĕсем |
|
---|---|
Пирĕн хĕрсем (1930) • Ялтăркка карьера (1932) • Парень с берегов Миссури (1932) • Король матросĕсем (1934) • Путнă карапри мул (1935) • Моряксем (1939) • Тинĕс хурчки (1941) • Çĕр иккĕмĕш километр (1942) • Синкер чул сăрчĕсем (1942) • Хыпарсăр çухалнăскер (1943) • Я — черноморец! (1944) • Тинĕсре инçе çӳрени (1945) • Кăвак çулсем (1947) • Лăпкă кунсем (1950) • Максимка (1952) • Карап командирĕ (1954) • Матрос Чижик (1955) • Тинĕс чĕнет (1955) • Мальва (1956) |