Типпекану патĕнчи çапăçу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Типпекану патĕнчи çапăçу
Тĕп хирĕçӳ: Текумсе вăрçи
Анкăл-американ вăрçи

Алонзо Чеппел çырнă (1879 ç.)
Вăхăт 1811 çулхи чӳкĕн 7-мĕшĕ
Вырăн Хальхи Бэттл Граунд (Индиана) ял патĕнче
Тăшмансем
Текумсе конфедерацийĕ Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем Америкăри Пĕрлешĕннĕ Штатсем
Çарпуçсем
Тенскватава Уильям Генри Гаррисон кĕпернетĕр
Енсен вăйĕсем
500—700 çапăçакан
Çухатнисем
паллă мар паллă мар
Логотип Викисклада Аудио, фото, видео Викиампарта

Типпекану патĕнчи çапăçу (акăл. Battle of Tippecanoe1811 çулхи Чӳк, 7, АПШ губернатор Уильям Генри Гаррисон ертсе пынă Индиана Территорипе Текумсен шăллĕ, Тенскватава ертсе пынă индей конфедераци хушшинчи çапăçу.

АПШ вăйĕсем ополченпе регулярлă çартан тăнăскер, хăйсемпе индей йăхĕсем хушшинчи лару-тăру хĕрсе кайнине курса конфедерацин штаб-квартирне тапăннă. Çапăçу Типпекану тата Уобаш юханшывĕсен юппинчи Профетстаун ялĕ çумĕнче пулса иртнĕ.

АПШ пур енчен те çĕнтернĕ пулин те, çĕнтерÿ питĕ йывăр çухатусемпе пырса çитрĕ. Тапăннă индейсен шучĕ сахалрах пулсан та, вĕсен çухатăвĕсем пĕчĕкрех пулнă. Çапăçу Текумсе вăрçин кульминацийĕ пулса тăнă, ку Текумсе 1813 çулта вилечченех пынă. АПШ индейсене çĕнтерни американ çарĕшĕн пĕлтерĕшлĕ политика палли çех мар, Текумсе конфедераци путлăхнине те пĕлтернĕ, конфедераци çаплипех хăйĕн малтанхи вăйне кĕреймен. АПШ пĕрлĕхĕ индейсем пăлханса хирĕç тăнăшăн британ патшалăхне айăпланă. Вăл вара тепĕр ултă уйăхран пуçланнă Анкăл-американ вăрçин катализаторĕ пулса тăнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Carnes, Mark C. & Mieczkowski, Yanek. The Routledge Historical Atlas of Presidential Campaigns. — New York, NY: Routledge, 2001. — ISBN 0415921392.
  • Cave, Alfred A. Prophets of the Great Spirit. — Lincoln: University of Nebraska Press, 2006. — ISBN 080321555X.
  • Dillon, John Brown. Letters of William Henry Harrison // A History of Indiana. — Bingham & Doughty, 1859.
  • Funk, Arville. A Sketchbook of Indiana History. — Rochester, Indiana: Christian Book Press, 1969, revised 1983.
  • Langguth, A. J. Union 1812: The Americans Who Fought the Second War of Independence. — New York: Simon & Shuster, 2006. — ISBN 0743226189.
  • Owens, Robert M. Mr. Jefferson's Hammer: William Henry Harrison and the Origins of American Indian Policy. — Norman, Oklahoma: University of Oklahoma Press, 2007. — ISBN 9780806138428.
  • Tunnell IV, H. D. To Compel with Armed Force: A Staff Ride Handbook for the Battle of Tippecanoe. — Fort Leavenworth, KS: Combat Studies Institute, U.S. Army Command and General Staff College, 1998.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]