Тискер мăян

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, пăхăр Мăян (пĕлтерĕшсем).

Тискер мăян[1] (лат. Atriplex fera) — ӳсентăрансен Амарант йышшисем (Amaranthaceae) йышри мăян (Atriplex) ретри тĕсĕ. Унăн малтанхи ятне, Spinacia fera L.Шаблон:Basionym тенине, швед систематикĕ Карл Линней палăртнă; Александр Андреевич Бунге 1880-мĕш çулта мăян ретне куçарнă[2][3].

Чăваш халăхĕн кулленхи чĕлхинче «мăян» çав тери анлăн усă куракан сăмахсенчен пĕри шутланать. Çав мăхăтрах мăянăн тĕсĕсем те пайтах. Час-часах мăян, суя мăян, шурă мăян, хура мăян, чăваш мăян, вырăс мăян тата урăхла та каланисене илтме пулать. Вĕсене пурне те ботаника тĕлĕшĕнчи специалистсен йĕркене кĕртсе майлаштарас пулать.

Суя мăян тата мăян тенисене илес пулсан вара, кунта ÿсентăрансен генеалоги енчен çывăх, анчах тĕрлĕ таксонсемпе çыхăннă пĕрлĕхĕсем пирки сăмах пырать.

Асăннă ÿсентăрансем пурте тенĕ пекех çумкурăк пулнăран, ахаль хресчене çавнашкал уйрăмлăхсене пĕлни кирлех те мар темелле. Анчах та хăшпĕрисем çиме юрăхлă шутланаççĕ. Вĕсене, çавна кура, çиме юрахсăррисенчен уйăрма пĕлни кирлĕ. Çакă уйрăмах выçлăх çулĕсенче (1921, 1922 тата ытти те) пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Atriplex fera: информация о таксоне в проекте «Плантариум» (определителе растений и иллюстрированном атласе видов).
  2. ^ Atriplex fera (L.) Bunge — The Plant List
  3. ^ Tropicos | Name - Atriplex fera (L.) Bunge

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]