Титов Виктор Абросимович
Курӑнакан калӑплав
Титов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Виктор Титов | |
Çуралнă чухнехи ят: | Виктор Абросимович Титов |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1939 пуш, 27 |
Çуралнă вырăн: | Степанакерт, ТКАО, ССРП |
Вилнĕ вăхăт: | 2000 авăн, 4 |
Вилнĕ вырăн: | Санкт-Петербург, РФ |
Гражданлăх: | ССРП РФ |
Професси: |
XX ĕмĕрти совет/раççей кинорежиссёрĕ сценарисчĕ актёрĕ |
Ви́ктор Абро́симович Тито́в (27.3.1939, Степанакерт, Туçи-Карабах автономиллĕ облаçĕ, Азербайджан ССР — 4.8.2000, Санкт-Петербург, РФ) — совет/раççей кинорежиссёрĕ, сценарисчĕ, актёрĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Виктор Абросимович Титов Туçи-Карабах Автономиллĕ Облаçĕнчи (Азербайджан ССР) Степанакерт хулинче 1939 çулхи пушăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Ашшĕ — дон касакĕ, амăшĕ — карабах эрмен хĕрĕ[1]. 50-мĕш çулсенче килйыш Ростов-Дон-çинчи хулана куçса кайнă.
Шкулта вĕренсе тухсан, 1957 çулта, Виктор Титов çара кайнă, унта вăл артиллери çарĕнче хĕсметре тăнă. Кайран комсомол путёвкипе çерем çĕре пусаланă. Çарти хĕсметре те, çерем çĕре пусалакан бригадăсенче те хастаррăн ӳнер пултарулăхне хутшăннă, спектакльсем лартнă, хăй те вылянă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Режиссёр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1968 — Салтак тата патша майри (кĕске метражлă)
- 1969 — Вальс
- 1970 — Любовь к трем апельсинам (Ю. Богатыренкăпа пĕрле)
- 1972 — Ильф тата Петров трамвайра пынă
- 1973 — Калинникова тухтăрăн кашни кунĕ
- 1974 — Чудо с косичками
- 1975 — Сывлăх сунатăп, эпĕ сирĕн акка!
- 1979 — Уçă кĕнеке (сериал)
- 1980 — Адам Евăн качча илет
- 1981 — Отпуск за свой счёт
- 1982 — Кĕтмен те, шутламан та!
- 1988 — Клим Самгинăн пурнăçĕ (сериал)
- 1988 — Динара (документлă)
- 1989 — Ваçка (сериал)
- 1990 — Анекдотсем
- 1992 — Тухăç романĕ
- 1992 — Дитя (кĕске метражлă)
- 1993 — Дюран ылханăвĕ (сериал)
- 1994 — Вырăс транзичĕ (сериал)
- 1999 — Кадриль
- 1999 — Малтанах тӳлетĕп!
- 2000 — Шанчăк килĕ (сериал; Е. Леонов-Гладышевпе пĕрле)
Сценарист
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1971 — Ильф тата Петров трамвайра пынă
- 1975 — Сывлăх сунатăп, эпĕ сирĕн акка!
- 1979 — Уçă кĕнеке
- 1979 — Выгодный контракт
- 1980 — Адам Евăн качча илет
- 1986 — Клим Самгинăн пурнăçĕ (сериал)
- 1988 — Динара
- 1992 — Дитя
- 1993 — Дюран ылханăвĕ (сериал)
- 1994 — Вырăс транзичĕ (сериал)
Актёр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1967 — Тавăру — замполит Завалишин
- 1972 — Ильф тата Петров трамвайра пынă — Усышкин тăвансен пĕри
- 1973 — Çырансем — Пётр Петрович Гудошников
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ «Наш земляк Титов», газета «Наше время» (20.3.2009)