Томас Гоббс
Томас Гоббс | |
Thomas Hobbes | |
Çуралнă вăхăт: | 1588, ака, 5 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Малмсбери, Уилтшир, Англи |
Вилнĕ вăхăт: | 1679, раштав, 4 (91 çул) |
Вилнĕ вырăн: | Дербишир, Англи |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | Эмпиризм, Пĕрлĕхлĕ килĕшÿ |
Томас Гоббс (акăл. Thomas Hobbes, (5 ака 1588, Малмсбери, Уилтшир, Англи — 4 раштав 1679, Дербишир, Англи) — XVII-мĕш ĕмĕрти анкăл философĕ-материалистĕ, пĕрлĕхлĕ килĕшÿ тата патшалăх пăхăнмаллăх вĕрентĕвне никĕслекенсен пĕри. Платон, Аристотель, Гроций, Фрэнсис Бэкон философĕсенчен сĕм илнĕ. Этика, теологи, физика, геометри тата историре сарăлнă пĕлтерĕшлĕ шухăшлавсемпе паллă.
Гоббс ĕçĕсем Джон Локк, Жан-Жак Руссо çине вăйлă витĕм хунă.
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Глостершир графсен таврашĕнче çуралнă, тарăн пĕлÿпе уйрăлса тăман, чиркÿ алăкĕ патĕнче кÿршĕллĕ викарипе тавлашнă пирки ĕçсĕр юлнă, чăкраш кăмăллă çылăха каçарттараканăн кил-йышĕнче çуралнă. Пуян мучĕш пăхса ÿстернĕ. Авалхи çыравлăха тата чĕлхесене лайăх пĕлнĕ. Вунпиллĕкре вăл Оксфорд университетне вĕренме кĕнĕ, унтан вăл 1608-мĕш çулта вĕренсе тухнă.
1608-мĕш çулта Уильям Кавендиш аслă ывăлĕн, Уильямăн, Гардвик баронĕ, (каярах Девоншир таврашĕн пĕрремĕш графĕ) вĕрентекенĕ пулса тăрать. Пурнăçĕ тăрăшшипех хăйĕн вĕрентекенĕпе, каярах хÿтлевçипе тачă çыхăну тытнă. Ăна пула Бено Джонсонпа, Фрэнсис Бэконпа, Герберт Чарберсипе тата ытти пайăр çынсемпе паллашнă. 1628-мĕш çулта Уильям Кавендиш (1626-мĕш çулта Девоншир графăн ятне илнĕ), вилнĕ хыççăн Гоббс Джервейс Клифтон сэрăн ывăлĕн, каярах хăйĕн ватă хуçин, Кавендишăн ывăлĕн вĕрентекенĕ пулса тăрать, унпа пĕрле вăл Италине çулçÿрев тытать (унта 1636-мĕш çулта Галилео Галилейпа тĕл пулать).
Шухăшлавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Гобб патшалăх çинчен «пурне те хирĕç вăрçă» пек шутланă, механи материализмин пĕрремĕш системине йĕркелесе вĕçленĕ. Патшалăх йĕркинче Гоббс виçĕ калăпăш уйăрать: демократи, аристократи тата монархи.
Демократине вăл ырламан, тĕрлĕ партисем пулни граждан вăрçи патне илсе пырать тенĕ. Аристократи лайăхрах, анчах вăл халăх ертсе пыни мар. Патшалăхăн чи лайăх калăпăшĕ ун шучĕпе — монархи, вăл пуринчен ытларах туллин те пайланми влаç пулса тăрать. Гоббс шухăшлавĕсем çине Ф. Бэкон, Галилео Галилей, П. Гассенди, Р. Декарт тата И. Кеплер пĕлтерĕшлĕ сĕм хунă.
Тĕп хайлавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- The Elements of Law, Natural and Politic (1640)
- Treatise on Human Nature (1650)
- Philosophicall Rudiments concerning Government and Society (публикация английского перевода с латинского «De Cive») (1651)
- Философская трилогия «Основы философии»:
- «О теле» (1655);
- «О человеке» (1658);
- «О гражданине» (1642);
- «Левиафан, или Материя, форма и власть государства церковного и гражданского» (1651, вырăсла куçарни — 1936).
- Letters upon Liberty and Necessity (1654)
- The Questions concerning Liberty, Necessity and Chance (1656)
Пурнăçĕ хыççăн тухнă хайлавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- A Dialogue between a Philosopher and a Student of the Common Laws of England (написаны в 1666 году, опубликованы в 1681 году)
- Behemoth, or The Long Parliament (написан в 1668 году, опубликованы в 1681 году)
Хайлавĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Opera philosophica, quae latine scripsit…, ed. W. Molesworth, v. 1-5. — L., 1839-45.
- The English works, ed. by W. Molesworth, v. 1-11. — L., 1839-45
Вырăсла куçарнисем:
- Избранные сочинения, т. 1-2. — М. — Л., 1926.
- Избранные произведения, т. 1-2. — М., 1964 (Философское наследие, Т. 7, 8).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ческис А. А. Томас Гоббс. — М., 1929.
- «Под знаменем марксизма». — 1938. — № 6. (статьи Б. Э. Быховского, Л. Германа, М. Петросовой, Д. Бихдрикера).
- Мееровский Б. В. Гоббс. — М.: Мысль, 1975. — 208 с. — (Мыслители прошлого). — 50 000 экз.
- Мележик И. Н. Понятие, происхождение и природа государства в политическом учении Т. Гоббса. // Актуальные проблемы истории политических и правовых учений. — М., 1990. — С. 104—122.
- Михаленко Ю. П. Гоббс и Фукидид (о месте Гоббса в позднем английском Возрождении)// Историко-философский ежегодник. — М., 1986. — С. 104—124.
- Немченко И.В. Томас Гоббс о причинах и характере английской революции середины 17 в. // Записки історичного факультету Одеського державного університету ім. І.І. Мечникова. - Одеса, 1999. - Вип. 9. - С. 233-246.
- Тесля А. А. Абсолютизм государства: политическая философия Томаса Гоббса. — 2006.
- Tönnies F. Thomas Hobbes, der Mann und der Denker. — Osterwieck, 1912.
- Polin R. Politique et philosophie chez Thomas Hobbes. — P., 1952.
- Peters R. Hobbes. — L., 1956.
- Piotrowski R.: Od materii Świata do materii Państwa. Z filozofii Tomasza Hobbesa. — Kraków, 2000.
- Hobbes studies, ed. by K. C. Brown. — Oxford, 1965.
- McNeilly F. S. The anatomy of Leviathan. — N. Y. — L., 1968.
- Gauthier D. P. The logic of Leviathan. — Oxford, 1969.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Томас Гоббс Викиампарта? |
- Томас Гоббс Максим Мошков вулавăшĕнче
- Гоббс Т. «Левиафан» Библиотека ИФ РАН