Третьяков Пётр Николаевич
Третьяков Пётр Николаевич, — совет археологĕ. 1909 çулхи юпа уйăхĕн 30-мĕшĕнче Кострома хулинче çуралнă. 1976 çулхи çĕртме уйăхĕн 12 Ленинградра вилнĕ.
1958 çултанпа СССР Ăслăлăх Академиĕн член-корреспонденчĕ. 1952 çулта СССР Патшалăх премиĕн лауриачĕ пулнă. Ленин орденне тата 3 ытти ордена тивĕçнĕ пулнă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1940 çултанпа КПСС партин членĕ пулнă. 1950-1953 çулсенче «Вопросы истории» (Истори ыйтăвĕсем) журналăн тĕп редакторĕ пулнă. 1951-1959 çулсенче СССР ĂА славяноведени инститечĕн директорĕ, СССР ĂА археологи институчĕн тĕп ăслăлăх сотрудникĕ.
Ӗçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тĕп ĕçĕсене славянсен археологипе историĕ тăрăх çырнă. Çавăн пекех авалхи вырăссен халăхĕ ăçтан пулса кайни çинчен çырнă.
Тĕп тĕпчевĕсем: Березняки хулаш, Десна юханшыв тăрăхĕнчи авалхи пурăнмалли вырăнсем.
Çырнисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Финно-угры, балты и славяне на Днепре и Волге», М. - Л., 1966;
- «У истоков древнерусской народности», Л., 1970.