Туçи Бадахшан
Курӑнакан калӑплав
Туçи Бадахшан (Туçи Бадахшан автономлă облаçĕ), — Памир тăвĕсенче вырнаçнă Таджикистан тăрăхĕ. Пянджа юханшывăн сылтăм енче вырнаçнă. Тĕп выхăнĕ — Хорог хули. Тăрăх лаптăкĕ — 63,7 пин çх2.
2003 çулта кунта 216 пин çын пурăннă. 1991 çулта 167 пин çын шутланнă.
Çĕр айĕнчи пурлăхсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Кунта сайра тĕл пулакан паха металлсем, туçи хрусталь, слюда, асбест, тĕрлĕ паха чулсем (топаз, лазурит, аквамарин, турмалин) тупăнаççĕ. Вĕри çăлкуçсем нумай.
Çул-йĕр
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ытти çĕрсемпе ку тăрăх пĕр çул урлă кăна лекме пулать. Вăл Памир тракчĕ ятлă
Çавăн пекех Ванчра, Хорогра тата Мургабра аэродромсем пур.
Культура
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку тăрахра археологи палăкĕсем нумай: саккисен улăп тăприсем, скала çинчи ӳкерчĕксемю. Каахка тата Ямчун хӳтлĕхĕсен ишĕлчĕкĕсем пур.