Тула гербĕ
Курӑнакан калӑплав
Тула гербĕ вырăнĕнче 1778 çулхи пуш уйăхĕн 8 йышăннă авалхи герб шутланать. Герб француз хулкканĕ евĕр. Сарлакăшĕ çӳллĕшĕ саккăр хăхăрмĕш пек килĕшсе тăрать. Герб ăнланăвĕ çакăн пек: хĕрлĕ тĕс çинче Андреевский хĕрес пек вырнаçтарнă икĕ кĕмĕл шпага хĕçĕ выртаççĕ. Вĕçĕсем вĕсен аялалла пăхаççĕ. Çавăн пекех кĕмĕл пăшал кĕпçи выртать. Çӳлте тата аялта икĕ ылтăт мăлатук выртаççĕ. Ку пĕтĕпех ку хулара чаплă хĕç-пăшал завочĕ пуррине кăтартать.
Юлашки хут герба вырăнти референдум тăрах 1997 çулхи нарăсăн 9 йышăннă. 1997 çулхи пуш уйăхĕн 13 ăна Тула облаçĕн юстици управлениĕнче регистрациленĕ. Регистрациленĕ номерĕ 1-мĕш.