Турку университечĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Турку университечĕ
финн. Turun yliopisto
шв. Åbo universitet
(UT)
Йыхрав Vapaan kansan lahja vapaalle tieteelle
Никĕсленĕ çул 1920
Тĕс патшалăх
Студентсем 18 000[1]
Бакалавриат 16 000
Аспирантура 2 000
Докторантура 5 000
Вĕрентӳçсем 3 000
Кампус хула
Сайт http://www.utu.fi


Турку университечĕ (финн. Turun yliopisto шв. Åbo universitet) — Финляндин калăпăшĕпе иккĕмĕш, Хельсинки университечĕ хыççăн, университет. Çĕр-шывăн кăнтăр-анăçĕ енче, Турку хулинче вырнаçнă. 1920 çулта йĕркеленĕ. Коимбр пĕрлешĕвĕ шутне кĕрет.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Туркура 1640 çулта никĕсленĕ Або патша академийĕ Финляндири пĕртен-пĕр университет шутланнă. 1827 çулта, Туркуна пĕтернĕ аслă вут-кăвар хыççăн, университета çĕнĕ тĕп хулана — Хельсинкине — куçарнă. 1822 çулта Академире финн халăхĕн паллă ĕçченĕсем — Йохан Снелльман, Элиас Лённрот, Йохан Рунеберг — пуçлаççĕ.

1918 çулта Турку хулинче çĕнĕрен швед чĕлхиллĕ харпăр университетне — Або академийĕ — уçаççĕ. Çакăнпа пĕрлех, халăх кăмăлне тивĕçтерес тĕллевпе, 1920 çулта хулара финн чĕлхиллĕ харпăр Турку университетне й еркелесе янă. Ăна тума пулăшма 22040 çын укçа парса пулăшнă.

1952-1959 çулсенче Аарне Эрви архитекторăн проекчĕпе хулари çĕнĕ университет кампусне Юулиопистонмяки сăртĕнче (малтанхи топонимсем — «Рюссянмяки» финн. Ryssänmäki е «Весилиннанмяки» финн. Vesilinnanmäki) туса лартнă. Çĕнĕ çуртсем — библиотекăсем, лабораторисем, çутçанталăк ăслăхĕсен факультечĕ тата XIX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче тунă администрацин тĕп блокĕ университетăн кивĕ корпусĕнчен тухăç енче вырнаçнă пулнă.

1995 çултанпа университет Коимбр ушкăнĕ пĕрлешĕвне кĕрет.

Канцлерсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Канцлер Олави Гранё|fi|Olavi Granö (1984—1994)

Ректорсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ректор Йоханнес Гранё|fi|J. G. Granö (1932—1934)

Вĕренсе тухнă паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]