Украинӑна Раҫҫей тапӑнса кӗни
Раҫҫейӗн Украинӑна тапӑнса кӗни (Раҫҫей пропагандинче — Ятарлӑ ҫар операцийӗ) — кӗҫнерникун, 2022 ҫулхи нарӑсӑн 24-мӗшӗнче, Киев вӑхӑчӗпе ирпе 5 сехет тӗлнелле, пуҫланнӑ. Раҫҫей ҫарӗсем Украина территорине Раҫҫейрен, Беларуҫран тата аннексиленӗ Крымран кӗнӗ; ҫавӑн пекех Раҫҫей малтан Украинӑран тытса илнӗ Луганск тата Донецк облаҫӗсен территорийӗсенчен ҫарсем ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Ҫарсем тӑватӑ енчен — ҫурҫӗр енчен Киев еннелле, ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен Харьков еннелле, кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен Донбасран тата кӑнтӑртан Крымран тапӑну пуҫласа ячаҫ. Чи нумай тытса илнӗ самантра — 2022-мӗш ҫулхи пуш уйӑхӗнче Раҫҫей Украина территорийӗн 27% яхӑн пайне (Донбаспа тата Крымпа пӗрле) оккупациленӗ, анчах раштав тӗлне ку хисеп 18%-чен чакнӑ. 2022 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫей ҫарӗсем малтанах палӑртса хунӑ тӗллевсене (Киева тытса илесси тата Украинӑри влаҫа улӑштарасси); каярахпа палӑртнӑ тӗллевсене те, Донецкпа Луганск облаҫӗсен административлӑ чиккисене тухасси, ҫавӑн пекех Днестр ҫинчи ҫӗр патне коридор тӑвасси те пурнӑҫлама пултарайман. Авӑнӑн 21-мӗшӗнче, РФ Харьков облаҫӗнче арканнӑ хыҫҫӑн, Путин мобилизаци ҫинчен пӗлтернӗ.