Умбракл

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Умбракл (валенс. L’Umbracle) — Ӳнерпе ӑслӑлӑх хула комплексӗн пӗр пайӗ (валенс. Ciutat de les Arts i les Ciències), ӑна Испанири Валенси хулинче вырӑнти Сантьяго Калатрава архитектор проекчӗпе XX–XXI ӗмӗрсен чиккинче хӑпартнӑ. Умбракл — кӳлепесен сачӗ[1] тата Валенсире тӗл пулакан тӗрлӗ ӳсентӑрансенчен (ладанник, лентиска, ромеро, хӑвӑш, бугенвилли тата пальма йышшисем) ӑсталанӑ ландшафтлӑ аллейи. Ҫурт-йӗрӗн шалти пайӗнче «Кӳлепесен алеййи» вырнаҫнӑ, уҫӑ тӳпе айӗнчи галерейӑра ӳсентӑрансем хушшинче тӑракан хальхи скульпторсен ӗҫӗсене тупма пулать: Наваррӑри Микелӗнне, Франсеск Абботӑнне, Йоко Онӑнне тата ыттисенне. Умбракла Ӳнерпе ӑслӑлӑх хулине кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен кӗмелли вырӑн пек хатӗрленӗ. Ӑна ӑсталанипе ҫавӑн пекех ун айӗнче вырнаҫнӑ машинӑсене тӑратмалли вырӑна пытарнӑ. Умбракла ӑсталассине 2001 ҫулта вӗҫленӗ.

Сӑнласа пани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Умбракл 320 метр тӑршшӗ, 60 метр сарлакӑш лаптӑка йышӑнать, вӑл Ӳнерпе ӑслӑлӑх хула комплексӗн кӑнтӑр енче вырнаҫнӑ. Унӑн конструкцийӗ 18 метр ҫӳллӗше ҫитекен 55 ҫирӗплетнӗ тата 54 сывлӑшра ҫакӑнса тӑракан аркӑран тӑрать.

Аркӑсен форми парабола евӗрлӗ[2][3].

Умбракл валли ӳсентӑрансене суйланӑ май вӗсене ҫулталӑк вӑхӑтне кура тӗсне кирлӗ пек улӑштарма пултаракансене сайланӑ. Унӑн садӗнче 99 пальма, 78 пысӑках мар пальма тата 62 померанец (йӳҫӗ апельсин) ҫитӗнет. Ҫавӑн пекех унта Валенси автономи пӗрлӗхӗнче ӳсекен 42 тӗм тӗсӗ пур, ҫав шутра ладанниксем, мастикасем, буддлея, пампас курӑкӗ тата плюмбаго. Хӑвӑш тата усӑнчӑк бугенвилли — Умбраклти 450 явӑнса ӳсекен ӳсентӑранран иккӗшӗ. Садра 5500 яхӑн тӑпра витекен ӳсентӑран пур, сӑмахран лотоссем, лантансем тата аизо йышшисем, ҫавӑн пекех техӗмлӗ шӑршлӑ, ҫав шутра розмаринпа лаванда та, ҫӗре яхӑн ӳсентӑран пур.

Ӑнлантарусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каҫӑсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Умбракл статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ.