Фан сăрчĕсем
Курӑнакан калӑплав
Фан сăрчĕсем — Гассирпа Зеравшан сăрт хырçисем çвăхĕнче вырнаçнă сăртсем. Кунта ылттăн нумай кăлараççĕ.
Фан сăрчĕсем çурçĕр енчен Зеравшан сăр хырçипе, кăнтăр енчен Гиссар сăрт хырçипе чикĕленет. Тухăçри чикки Фандарьяпа, анăçри чикки Арчимайдан юханшывсем тăрăх иртет. Арчимайдантан анăçалла вырнаçнă Маргузор кӳллисене те Фан сăрчĕсен шутне кĕртеççĕ.
Чи çӳллĕ вырăн — Чимтарга тăвĕ (5 489 м). 5 çухрăм çӳллĕшлĕ тата ытти тусем те пур: Бодхона (5 138 м), Чапдара (5 050 м), Мăн Ганза (5 031 м), Замок (5 070 м), Мирали (5 132 м), Энерги (5 120 м).
Ку тăрăхра кӳлĕсем те нумай. Чи паллисем: Алудинпа (Чапдара юханшывĕ çывăхĕнче) Куликалон кӳллисем, Алло, Искандер кӳлли.