Фауст (трагеди)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Фауст (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Фауст
Faust
Кăларăм
1808 çулти пĕрремĕш хуплашки
Жанр: трагеди
Автор: Иоганн Вольфганг Гёте
Тăван чĕлхи: нимĕç
Хайланă çул 1774—1831
Пичетленĕ: 1808

«Фауст» трагеди — чаплă нимĕç çыравçин И. В. Гёте пуç кăшăлĕ.

А. С. Пушкин меркĕн каланă май, «„Фауст“ сăвăçлăх чун-чĕмĕн çӳллĕ хайлалăхĕ», вăтам ĕмĕрсенчи пĕр çыннăн — нимĕç юмах-халапĕсен паттăрĕн Йоханн Фауст тухтăр пурнăçĕн чи паллăрах историйĕ пулса тăрать.

Коĕтĕ тупсăмлă ĕçлесе вăтам ĕмĕрти Фауст тухтăр историне Çĕнĕ саманан мал йăла йĕркипе философиллĕ йывăрлатса çĕнĕ паллăллă хайлав ăсталать. Авалхи сюжетĕнче чернокнижник чунне Шуйттана сутать те вилсен тамăк терчĕсене тӳсет. Коĕтĕ улăштарнă май Фауст кăткăс чунлă, асапланакан, пĕрмаях тĕрĕслĕхе шыракан этем, вăл хăйĕн пурнăç тапхăрĕнчи кивĕ ултав вĕрентӳ картинчен тухасшăн, тĕнчене тĕпчесе ăнланасшăн тăрмашать, çавăнпа та эсрел вăйне илессишĕн хăйĕн вилĕмсĕр чунне сутса ярать.

Коĕтĕн Фаусчĕ, вăтам ĕмĕрти кăссайран ытларах, Кретхеншĕн вĕри юратупа çунать, анчах туйăм вĕçĕ синкере тухать. Çак туйăм çуралăвĕпе аталанăвĕ пирки пĕрремĕш пайĕнче хайланă. Иккĕмĕш пайĕнче ĕç-хĕл авалхи тĕнчене куçать — сюжечĕпе паянкунхи Фауст Вăтамĕмĕрлĕхе çитет, çакăн пек куçăмсем, философи енчен Çутĕç тапхăрĕн чаплă ывăлĕ пулнă май Коĕтĕне питĕ çывăх пулнă.

Пĕр иккĕленмесĕрех, «Фауст» трагеди Коĕтĕ философийĕпе пурнăç тăрмашăвĕн пĕтĕмлĕхне кăтартать, çак мăнаç пултаруллă ĕçе вăл хăйĕн кун-çулĕн чылай тапхăрне — 57 çула — 1774 пуçласа 1831 таранчен халалланă.

Чăвашла куçаракансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Андреев (Урхи) Наум Андреевич

Вырăсла куçаракансем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Пастернак Борис

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]