Контент патне куҫ

Ферма аслă теореми

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Диофантăн «Арифметикин» 1670-мĕш çулхи кăларăмĕ. Унта Ферма комментарийĕсем те пур, уйрăммăн илсен, унăн «юлашки теорема» текенскерĕ(Observatio Domini Petri de Fermat)

Ферма аслă теоремиФерма юлашки теореми) — математикăн чи популярлă теоремисенчен пĕри. Чи малтан хранццус математикĕ Пьер Ферма 1637-мĕш çулта кăларса тăратнă. Каланăлăхĕ ансат, шкул арифметикин шайĕнче темелле, ĕнентерĕвне вара 300 çул ытла шыранă. 1994-мĕш çулта çеç çав ĕнентерĕве акăлчан математикĕ Эндрю Уайлс, ĕçтешĕсемпе, шыраса тупнă; 1995-мĕш çулта вара çав ĕнентереве кун çути кăтартнă.

Andrew Wiles in 2005
Эндрю Уайлс 2005-мĕш çулта

Теорема çакна çирĕплетет: хуть те мĕнле натураллă хисепшĕн аяларахри

танлăхăн нуль мар тулли хисепсем тĕлĕшпе шутлавĕ çук.

Каланăлăхăн хĕсĕкрех варианчĕ пур: танлăхăн натураллă шутлавĕсем çук. Анчах та, паллах, тулли хисепсем тĕлĕшпе шутлав пулсан, натураллисем енĕпе те пулмаллах. Калăпăр,  — Ферма танлăхĕн шутлавне паракан тулли хисепсем, тейĕпĕр. Енчен мăшăрлă пулсан, вара каллех шутлава параççĕ, енчен мăшăрсăр-тăк, минуслă пĕлтерĕшлисен капашĕсене, минусран плюса куçарса, танлăхăн тепĕр енне куçарăпăр. Сăмахран, танлăхăн шутлавĕ пур пулсан тата минуслă, ыттисем плюсла чухне, вара , ĕнтĕ çавăнпа натураллă шутлавсене куратпăр. Эппин икĕ каланăлăхĕ те эквивалентлă.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]