Фуэ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Фуэ (яп. ?, тӳррĕн, «флейта, дудка, шăхлич») — япон флейтисен йышĕ. Фуэ çинçе янравлă, ăна бамбукран хатĕрлеççĕ[1]. Чи анлă сарăлнă фуэ — сякухати.

Мусăка шăратнă чухне фуэ шăтăкĕсене пӳрне минтерĕсемпе мар, фалангăсемпе хуплаççĕ.

Истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фуэ нĕселĕ — китайсен «пайсяо» свирелĕ[2].

Классификаци[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фуэ икĕ пысăк ушкăна — урлисем тата тăрăхлисем çине — пайлаççĕ[3]. Урлисенче тута валли шăтăксем айăккинче, тăрăхлисенче — вĕçĕнче вырнаçнă[4].

Синобуэ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Синобуэ

Хоттику[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тутапа тытмалли якатман шăтăк.

Хоттику (яп. 法竹?, тӳррĕн «дхарма бамбукĕ») — бамбук тымарĕнчен хатĕрленĕ фуэ.

Хитирики[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Хитирики

Хитирики (яп. 篳篥?) — пысăках мар (20 см ытла мар) икĕ патаклă вĕрмелли бамбук инструменчĕ. Хитирики юрăлла çепĕç, анчах та кăштах нăрлатнă пек янăрать, çинçе (çӳлти) регистрĕнче — касăк тембрăллă. Тон диапазонĕ — пĕр октава.

Комабуэ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Komabue fue.jpg

Комабуэ (яп. 高麗笛?, Корё флейти) — пӳрнесем валли ултă шăтăклă урлă флейта. Япон Килĕнчи гагаку тата комагаку мусăкĕнче усă кураççĕ.

Рютэки[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Рютэки (яп. 龍笛 рю:тэки?, «дракон флейти») — япон бамбук урлă флейта, тăршшĕ 40 см яхăн, диаметрĕ — 1,3 см, çичĕ шăтăклăскер. Гагакура усă кураççĕ.

Нокан[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лакăланă нокан

Нокан (яп. 能管 но:кан?, тӳррĕн «но театрĕн » пăрăхчи) — япон урлă флейта, но тата кабуки театрĕсенче аккомпонементлеме усă кураççĕ.

Кагурабуэ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Minteki 2.jpeg Чи вăрăм фуэ, 45,5 см тăршшĕ. Микагура жанрĕнче усă кураççĕ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Taiko — Japanese Drumming." Архивленĕ 21 Ҫурла уйӑхӗн 2008 çулта., Drumdojo Magazine, Ed. Paul Marshall, 2000, retrieved 6 July 2008
  2. ^ Malm, William P. Traditional Japanese Music and Musical Instruments. 1959. Rev. ed. Otowa: Kodansha International, 2000.
  3. ^ «Fue (Flute).» Japanese Traditional Music". Архивленĕ 11 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта., 2002, Columbia Music Entertainment, retrieved 6 July 2008
  4. ^ «Fue (Flute)», Japanese Traditional Music Архивленĕ 11 Пуш уйӑхӗн 2008 çулта., 2002, Columbia Music Entertainment, retrieved 6 July 2008

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Berger D. P. The Nohkan: Its Construction and Music // Ethnomusicology. — University of Illinois Press, 1965. — Vol. 9. — № 3.