Хĕн-хур айĕнче (поэма)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хĕн-хур айĕнче
Хĕн-хур айĕнче
Жанр: поэма
Автор: Çемен Элкер
Тăван чĕлхи: чăваш
Хайланă çул 1923-1930
Пичетленĕ: 1931
Уйрăм кăларăм: 1931, 1937, 1948, 1960, 1993
Куçару: вырăсла (1960)

Хĕн-хур айĕнчеÇемен Элкер 1931-мĕш çулччен хайланă эпикăлла поэма.

Кунçул[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Авторĕ, Çемен Элкер, хăй каярахпа çапла каласа кăтартнă:

«Хĕн-хур айĕнчене» 7 çул ытла çырнă. 23-мĕш çулсенче çырма тытăнса 30-мĕш çулта пĕтернĕ... Темиçе хут юсанă, кашни çĕн изданирех[1] якатнă.[2]

1931-мĕш çулта та вăл çаплах каланă иккен:

"Хĕн-хур айĕнче поэман 1923-мĕш çулта çырма пуçланăччĕ. Ун чухне ăна пĕр-пĕр тапхăр та çырма пăрахса, çулталак-çулталăкăн вырттарнисем те пулнă. Анчах поэмăн малтанхи сыпăкĕсем "Сунталта" сапăнса тухнă пирки... ку поэмăна юлашки çулсенче те пулин çырса пĕтермеллех килчĕ. Çакăнпа пĕрлех поэмăн çапăннă сыпăкĕсене чылай çĕнĕрен тÿрлетсе якатмалла пулчĕ...[3].

Поэмăн канонла текстне ăсталас ыйту[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хальхи куна çитиччен поэма темиçе хутчен те пичетленсе тухнă. Вăл шутра, паллах, шкул вĕрентĕшĕсемпе хрестоматисенче те. Тĕрлĕ вариантсем пуррине асăрхама пулать. Эппин çав пĕтĕм вариантсене тĕпчесе, шута илсе, пĕрлештерсе пĕтĕмĕшле канонла текст ăсталас ыйту сиксе тухать. Çапла туни ăславшăн та, вĕрентÿ ĕçĕшĕн те, вулавçăсемшĕн те питĕ кирлĕ япала.

В.Родионов тата Э.Родионова çирĕплетнĕ тăрăх[3], поэмăн мĕнпурĕ, тĕпрен илсен, виçĕ вариант пулнă теме пулать: 1931-мĕш çулхи, 1948-мĕш çулхи тата 1960-мĕш çулхи.

  • Иккĕмĕш (1948) пĕрремĕшĕнчен (1931) "Пăлхав", "Уес хулинче", "Çапăçу" сыпăксем пуррипе уйрăлса тăрать.
  • Асăннă сыпăксем виçĕмĕш вариантра (1960) та пур. Анчах та унта поэмăн финалĕ пачах урăхла. Малтанхисенче вилекен Чакка ывăлне бурлак пулма сĕнет пулсан, хальхинче вара вăл ăна Паххом çыннисене тупса пусмăрçăсене хирĕç кĕрешес çул çине тăма пеххиллет пек пулса тухать.

В.Родионов тата Э.Родионова шухăшĕпе, пĕрремĕш вариант — чи ăнăçли. Вĕсен ку тĕлĕшпе палăртнă аргуменчĕсем питĕ ĕнентерÿллĕ. Кун пек хаклавсемсĕр пуçне кунта тата акă мĕн пĕлтерĕшлĕ. Поэмăна 1931-мĕш çул тĕлне çырса пĕтернĕ. Каярахри тÿрлетÿсене шута илсен вара "çырса пĕтермен" пек пулса тухать, çавăнпа та хăçан çырни тĕлĕшпе те тивĕçлĕ улшăнусем кĕртме тивет. Меллĕ мар ку. Мĕнпур улшăнусене кĕнекене (поэмăна) пичетленĕ чухне "Хушăм" пайра парсан, çак проблема сÿнет.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хайлавăн тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Поэма 25 пайран тытăнса тăрать.

Сăнарсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чакка — хресчен, халăх пăлхавçи;
  • Тайпи — унăн арăмĕ;
  • Тевенеш — халăх ăсчахĕ;
  • Паххом — пăлхавçăсен ертӳçи, "Пăкачав мĕлки".

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Издани — кăларăм.
  2. ^ Çемен Элкер. Çамрăксене хам çинчен. Асаилӳ .1962.
  3. ^ 1 тата 2 Родионов В., Родионова Э. Элкер — аслă çăлтăр. // Халăх шкулĕ. — Народная школа. 1994. 2-3 №. — 107-111 С.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]