Контент патне куҫ

Хĕрача ашшĕне шырать (мем)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хĕрача ашшĕне шырать (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

«Хĕрача ашшĕне шырать»[1] — 1995 ҫулта йышӑннӑ чӑваш чӗлхин орфографи правилипе килӗшӳллӗн тӗрлӗрен ӑнланма май пур сӑмахҫаврӑнӑш тӗслӗхӗ. Ку тӗслӗхе ҫак парвилӑна тиркенӗ чухне час-часах усӑ кураҫҫӗ.

1995 ҫулта йышӑннӑ чӑваш чӗлхин орфографи правилине кӗртнӗ тӗп улшӑну сӑмах майлашӑвӗсене (75§) уйӑрса ҫыртарасси пулса тӑнӑ.

Михаил Волков, педагогика ăславĕсен кандидачĕ, аса илни[2]:

1955-мĕш çултах икĕ Йăван, аспирантсем пек астăватăп вĕсене, ку тамашана пуçларĕç. Анлă ларăва пире те, студентсене, чĕннĕччĕ. Çаксем саттурлансах хăйсен сĕнĕвне йышăнтарттарма хăтланчĕçĕ. Вăл çул шăпах "Хĕрача ашшĕне шырать" ("Девочка ищет отца", авторне астумастăп)кĕнеке тухнăччĕ. Уйрăм ХĔР АЧА çырсан еплерех ăнланма пулать тесе сивĕтрĕм хĕрÿленсе кайнă сĕнÿçĕсен пуçĕсене. Аранах унчух вĕсем уйрăм çырни стиль йывăрлăхĕсем кăларса тăратать, ирĕксĕрех классиксене те юсас ĕç хушăнать тенисене шута илчĕç пулĕ-ши. 40 çула яхăн ытлашши шавламарĕç. Вĕренекенĕсем вăй илсен тин вĕсен аллипе вут туртрĕç.

Кунта «1955-мĕш çул» пирки асăннă. Чăннине асăннă кĕнеке 1949-мĕш çултах тухнă. Эппин, кунта М. Волков çул тĕлĕшпе йăнăшма пултарать. Анчах та çав кĕнкех 1955-мĕш çулта тепĕр хут тухма пултаранă. Анчах ку тĕлĕшпе хыпарсем çук.

Тӗрлӗрен ӑнланни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Хӗрача ашшӗне шырать» тесе ҫырнӑ чухне сӑмах хӗрача пирки пынине уҫӑмлӑ ӑнланма пулать, кунта нимӗнле тӗрлӗрен ӑнланасси те ҫук. «Хӗр ача ашшӗне шырать» тесе сӑмах майлашӑвне уйӑрса ҫырнӑ чухне икӗ тӗрлӗ ӑнланма пулать[3]:

  • хӗр пӗр-пӗр ачан (калăпăр, хăйĕн ачин) ашшӗне шырать;
  • хӗрача хӑйӗн ашшӗне шырать.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асӑрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Евгений Рыссӑн повеҫ ячӗ
  2. ^ Agabazar: Ҫырулӑх йӗркевӗсен КОНЦЕПЦИЙӖ пирки. (Комментарисене пăхмалла)
  3. ^ Правилӑн 75§ асӑрхаттарнинче палӑртнӑ тӑрӑх, уҫӑмлӑ ӑнланмалли тӗслӗхсенче сӑмах майлашӑвӗсене пӗрле ҫырма юрать.