Хайльбронн
Хайльбронн | |
---|---|
Ялав | Герб |
Официаллӑ ят | ним. Heilbronn |
Кӗске ят | Hb[1] |
Архивсен вырнаҫӑвӗ | Heilbronn Municipal Archive[d] |
Этнохороним | Heilbronner, Heilbronnerin, Heilbronnerinnen, Heilbronnčan и Heilbronnčanka |
Патшалӑх | |
Администрацин тӗп вырӑнӗ | Хайльбронн |
Административлӑ-территориллӗ пай | Штутгарт[d] |
Вӑхӑт тӑрӑхӗ | UTC+1:00[d] и UTC+2:00[d] |
Шыв хӗрринче вырнаҫӑвӗ | Неккар |
Правительство пуҫлӑхӗ | Гарри Мергель[d][3] |
Пайташӗ | Kommunale Informationsverarbeitung Baden-Franken[d][4], Climate Alliance[d][5], Zweckverband 4IT[d][6], Мэры за мир[d][7] и Kommunalverband für Jugend und Soziales Baden-Württemberg[d] |
Халӑх йышӗ |
|
Арҫынсен йышӗ | 63 756[9] |
Хӗрарӑмсен йышӗ | 62 702[9] |
Административлӑ пайланӑвӗ | Хайльбронн-Биберах[d], Бёкинген[d], Франкенбах[d], Horkheim[d], Klingenberg[d], Neckargartach[d] и Sontheim[d] |
Тинӗс шайӗнчи ҫӳллӗш | 157 метр |
Тӑванла хула | Золотурн[10][11], Франкфурт-на-Одере[d][12][13], Безье, Нит-Порт-Толбот[d], Слубице[d] и Новороссийск[14][15] |
Чикӗленсе тӑрать | Хайльбронн |
Туризм центрӗ | Q63358557? |
Лаптӑк | |
Адрес | Marktplatz |
Почта индексӗ | 74072–74081[18] |
Официаллӑ сайт | heilbronn.de(ним.) |
Сӑваплӑ хӳтӗлекен | Килиан[d] |
Пӗрремӗш хут асӑнни | 741 |
Вырӑнти телефон кочӗ | 7066 и 7131 |
Автомобиль номерӗн кочӗ | HN |
Субъектӑн хисеплӗ гражданӗсен категорийӗ | Категория:Почётные граждане Хайльбронна[d] |
Медиафайлы на Викиампар |
Хайльбронн (ҫавӑн пекех Хайлбронн, Хейльбронн, Гейльбронн; ним. Heilbronn [haɪlˈbʁɔn], алем. Hailbrunn), маларах Гейльброн[19] — пулӑхлӑ тӳремлӗхре вырнаҫнӑ хула, Неккар юханшыв хӗрринче, Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче (патшалӑхра), Германире (ФРГ) вырнаҫнӑ.
Халӑх йышӗ — 122 567 ҫын (2015 ҫул). Баден-Вюртемберг ҫӗрӗнче 6-мӗш вырӑн йышӑнать. Хулара машина туса кӑларасси (Лэппле, ThyssenKrupp савучӗсем тата ыттисем), хими, хут, апат-ҫимӗҫ (Campina, Knorr савучӗсем) промышленноҫӗ аталаннӑ. Хайльбронн Неккар юханшывӗ ҫинче пысӑк порт шутланать, кунта ҫавӑн пекех тӑвар кӑлараҫҫӗ, эрех тӑвассине аталантарнӑ. Хулара Хайльбронн аслӑ шкулӗ вырнаҫнӑ. Литературӑра Хайльбронн Генрих фон Клейстӑн «Хайльброннри Кэтхен» хайлавне пула паллӑ.
Хула историйӗ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хайльбронран инҫех мар Неккар айлӑмӗнче ҫын хӑварнӑ малтанхи йӗрсем палеолит тапхӑрне кӗреҫҫӗ. Ӗлӗк-авалчченех Хайльбронн ҫывӑхӗнче авалхи ҫулсем пӗрлешнӗ, вӗсем кунта Неккар урлӑ каҫнӑ.
Пирӗн эрӑри I ӗмӗрте римлянсем каструмсемпе усӑ курса Неккар ҫумӗпе чикӗне ҫирӗплетнӗ, ҫав шутра хальхи вӑхӑтра хулан Бёкинген (ним. Böckingen) районӗнчи вырӑна та, Рим вӑхӑтӗнче унта пӗтӗмӗшле сакӑр ҫул пӗрлешнӗ пулнӑ. Пирӗн эрӑн III ӗмӗр варринчен пуҫласа римлянсем хыҫҫӑн Неккар айлӑмне алеманнсем тытса тӑнӑ, 500 ҫулта вӗсене франксем (тухӑҫри провинцисене патшан тарҫисене пурӑнма куҫарнӑ) хӗссе кӑларнӑ. Хулан хальхи центрӗнче вырнаҫнӑ пӗрремӗш пысӑк пурӑну вырӑнӗ, тен, ҫавнашкал картишсенчен пӗри пулнӑ та пулӗ.
Ҫак вырӑнсем ҫинчен пӗрремӗш хут 741 ҫулта[20] Хелибрунн дачи (villa Helibrunna)[21] ятпа асӑннӑ. 1050 ҫулта кунта пасар, 1140 ҫулта юханшыв порчӗ йӗркеленнӗ. Ҫуммӑн иртсе каякан суту-илӳ ҫулӗсем ӑнӑҫлӑ вырнаҫнине пула Хайльбронн вӑйлӑ аталанма пултарнӑ та пулмалла.
1281 ҫулта I Рудольф патша Хайльбронна хула прависене парать. 1332 ҫулта хулапа Людвига хирӗҫ тӑракан Австри Фридрихӗпе тунӑ килӗшӳ тӑрӑх, хула ҫыннисене еврейсенчен илнӗ тӗрлӗ япаласемшӗн налук тӳлессинчен хӑтарнӑ. 1371 (1360[22]) ҫултан пуҫласа 1803 ҫулччен хулан импери хули (ирӗклӗ импери хули) статусӗ пулнӑ.
Германири хресчен вӑрҫи вӑхӑтӗнче (1524—26), 1525 ҫулхи ҫӑвӑн 13-мӗшӗнче, Вендель Гиплер Франкони дворянинӗпе Фридрих Вейганд Бамберг епископӗн витӗмӗпе кӑнтӑр-анӑҫ Германин инсургенчӗсенчен тӑракан комисси манифест проектне хатӗрленӗ[23], унӑн тӗп шухӑшӗ хресченсене дворянсен влаҫӗнчен аллинчен ирӗке кӑларасси, дворянсене чиркӳри пурлӑхӗнчен парнесем парса ҫырлахтарасси, тата суйлавпа пӗтӗм сословисен кӑмӑлне тивӗҫтерессине тӗпе хурса судсен реформине ирттересси пулнӑ.
30 ҫул тӑсӑлнӑ граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче, 1631 ҫул вӗҫӗнче, Горн фельдмаршал Гейльбронна (700 импери ҫыннине) хупӑрласа илнӗ, 1632 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче хула ӑна парӑннӑ.
XIX ӗмӗрӗн вӗҫӗнче Вюртемберг патшалӑхӗн Гейльбронн хулинче 25 000 яхӑн ҫын пурӑннӑ[24]. Хулара тата унӑн таврашӗнче эрех тӑвасси, йывӑҫпа, кӑмрӑкпа тата вырӑнти фабрикатсемпе суту-илӳ тӑвасси аталаннӑ. Вырӑнти фабрикатсен шутне хут, сӑрӑ тата хими япалисем, стеарин, супӑнь, ҫу, сахӑр, цикори, машинӑсем, музыка инструменчӗсем, хурҫӑран, тимӗртен, ылтӑнран тата кӗмӗлтен тунӑ япаласем кӗнӗ.
1925 ҫул тӗлне Гейльброн хулинче 45 520 ҫын пурӑннӑ. Вӑл Вюртембергӑн промышленноҫпа суту-илӗвӗн пӗлтерӗшлӗ центрӗ шутланнӑ, тата Штутгарт — Дармштат, Мангейм — Нюрнберг ҫулсем ҫинчи чукун ҫулсене ҫыхӑнтаракан пӗлтерӗшлӗ вырӑн пулнӑ[25].
Хулари районсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Центр (Innere Stadt)
- Тулашри центр (È. ßere Instadt)
- Бёкинген (Böckingen)
- Неккаргартах (Neckargartach)
- Зонтхайм (Sontheim)
- Клингенберг (Klingenberg)
- Франкенбах (Frankenbach)
- Кирххаузен (Kirchhausen)
- Биберах (Biberach)
- Хоркхайм (Horkheim)
Тӑванлӑ хулисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Безье, Франци (1965)
- Нит-Порт-Толбот, Аслӑ Британи (1966)
- Золотурн, Швейцари (1981)
- Стокпорт, Аcлӑ Британи (1982)
- Франкфурт-на-Одере, Германи (1988)
- Черкесск, Раҫҫей (1998)
- Новороссийск, Раҫҫей (2019)
Паллă çынсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Адольф Клусс (1825—1905) — инженер тата архитектор, Германири тата Америкӑри рабочисен юхӑмӗн ӗҫченӗ. Карл Маркс тусӗ, АПШра марксизма чи малтан саракансенчен пӗри.
- Людвиг Пфау (1821—1894) — лирика сӑвӑҫи, прозаик, тӑлмач тата критик. Революционер. Хайльбронн хулин хисеплӗ гражданинӗ.
- Теодор Хойс (1884—1963) — либерал политик, ФРГ пӗрремӗш президенчӗ (1949—1959). Хайльбронн хулин хисеплӗ гражданинӗ.
- Густав Шюблер (ним. Gustav Schübler; 1787—1834) — ботаник.
Ӑнлантарусем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ ISIL- und Sigeladressen mit Koordinaten ausgestattet — Берлинская государственная библиотека, 2016.
- ^ 1 тата 2 archINFORM (нем.) — 1994.
- ^ https://www.heilbronn.de/bue_rat/presse/&ID=2083380
- ^ http://www.kivbf.de/site/kivde/node/21213/Lde/index.html
- ^ http://www.klimabuendnis.org/nc/kommunen/das-netzwerk.html
- ^ https://www.iteos.de/site/DVV-BW-Layout-ITEOS/get/params_E-1178103910/15940826/Mitgliederverzeichnis%204IT.pdf
- ^ http://www.mayorsforpeace.org/english/membercity/map/europe.html
- ^ Alle politisch selbständigen Gemeinden mit ausgewählten Merkmalen am 31.12.2022 (нем.) — DESTATIS, 2023.
- ^ 1 тата 2 https://www.statistikportal.de/de/produkte/gemeindeverzeichnis — Federal Statistical Office.
- ^ https://www.heilbronn.de/leben/heilbronn-entdecken/partnerstaedte/solothurn.html
- ^ https://www.stadt-solothurn.ch/partnerstaedte
- ^ https://www.heilbronn.de/leben/heilbronn-entdecken/partnerstaedte/frankfurt-oder.html
- ^ https://www.frankfurt-oder.de/Verwaltung-Politik/Verwaltung/Frankfurt-International/Partnerst%C3%A4dte/index.php?La=1&object=tx,2616.5888.1
- ^ https://www.heilbronn.de/leben/heilbronn-entdecken/partnerstaedte/novorossijsk.html
- ^ https://admnvrsk.ru/o-gorode/goroda-pobratimy/khalbronn-germaniya/
- ^ https://www.destatis.de/DE/ZahlenFakten/LaenderRegionen/Regionales/Gemeindeverzeichnis/Administrativ/Aktuell/05Staedte.html
- ^ Alle politisch selbständigen Gemeinden mit ausgewählten Merkmalen am 31.12.2018 (4. Quartal) — Federal Statistical Office.
- ^ https://www.suche-postleitzahl.org/heilbronn-plz-74072-74081.469a
- ^ Шаблон:ВТ-ВЭ
- ^ Шаблон:ВТ-ВЭС
- ^ Шаблон:ВТ-РСКД
- ^ Гейльбронн // Малый энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 4 т. — СПб.: 1907—1909.
- ^ Гейльбронская программа // Большая советская энциклопедия: В 66 томах (65 т. и 1 доп.) / Тĕп ред. О. Ю. Шмидт. — 1-мĕш кăл.. — М.: Советская энциклопедия, 1926—1947.
- ^ Гейльбронн // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона: В 86 томах (82 т. и 4 доп.). — СПб.: 1890—1907.
- ^ Гейльброн // Большая советская энциклопедия: В 66 томах (65 т. и 1 доп.) / Тĕп ред. О. Ю. Шмидт. — 1-мĕш кăл.. — М.: Советская энциклопедия, 1926—1947.
Каҫӑсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хайльброннӑн хула архивӗ (ним.): https://stadtarchiv.heilbronn.de
- Хулан официаллӑ сайчӗ (ним.): https://www.heilbronn.de
Ку статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Хайльбронн статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |
- Википеди:ВикиДатăри çăлкуçлă статьясем
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без чувашской подписи
- Википедия:Статьи со ссылками на элементы Викиданных без подписи
- Универсаллӑ карточкӑпа усӑ курнӑ статьясем
- Википедия:Карточки без параметров
- Баден-Вюртембергӑн район тулашӗнчи хулисем
- Ирӗклӗ хуласем
- Страницы, использующие расширение Kartographer