Хаклă хут
Хаклă хут — юридициллĕ палăрту хучĕ,
Экономика категорийĕпе хаклă хут тĕрлĕ ресурсăсем çине права парать, вăл хăйĕн никĕсĕнчен уйрăлса тепĕр материаллă формине (тĕслĕхрен, хут сертификачĕ, шутлав çырăвĕсем тата урăх çавăн пеккисем çине те) куçать. Хаклă хута çак тĕп паллисем кăтартаççĕ:
- çаврăнуллăх;
- пур çын та ăна илме-сутма пултарать;
- стандартлă сериллĕхĕ;
- документлă;
- патшалăх йышăнни тата йĕркелесе тăни;
- пасарлăхĕ;
- ликвидность;
- риск.
Документсăр хаклă хутсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Саккунпа е палăртса хунă йĕркепе ятарлă лицензи илнĕ хăйĕн прависене пурнăçлама пултарать, çирĕплетекен ятлă е ятарлă хаклă хута, çав шутра документсăр формăллă ( электронлă-шутлав техники пулăшăвĕпе, тĕслĕхрен) сутма пултарать.
Хаклă хутсен тĕсĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Паянкунхи тĕнче практике хаклă хутсем икĕ пысăк класа уйрăлаççĕ:
- тĕп хаклă хутсем
- Хаклă хутран туса кăларнăскерсем е деривативсем
Тĕп хаклă хутсем: вĕсем мĕнле те пулин активăн (сутă-илӳ япалин, укçан, капиталăн, пурлăхăн, тĕрлĕ тĕслĕ ресурсăсен тата ытти пурлăх-хаклăхсен те) пурлăх прависене саккунлă (йĕркеллĕ) никĕслесе параççĕ. Тĕп хаклă хутсем хăйсем те икĕ ушкăна вакланаççĕ: малтанхи тата кĕçĕн хаклă хутсем.
- Малтанхи хаклă хутсен никĕсĕ — активсем (активĕсем шутне харпăр акцийĕсем кĕмеççĕ). Малтанхи хаклă хутсем шутне акцисем, облигацисем, вексельсем, саклатсем тата ыттисем кĕреççĕ.
- Кĕçĕн хаклă хут — хаклă хут, ăна малтанхи хаклă хут тĕпĕпе кăлараççĕ; вĕсем хăйсем хаклă хутсем никĕсĕнчи хаклă хутсем (варрантсем, депозитар ал пуснисем тата ыттисем те) шутланаççĕ.
Хаклă хутран туса кăларнăскер е дериватив —документсăр формăллă пурлăхлăх прависене (тивĕçлĕхсене) кăтартакан хаклă хут. Унăн хакĕ биржăри сутă-илĕве хутшăнакан хăйĕн тĕп актив хакĕнчен килет.
Хаклă хутран туса кăларнă хутсем шутне фьючерс контракчĕсем (япала, валютă, процентлă, индекслă) тата ирĕклĕ çаврăнса çӳрекен опционсем кĕреççĕ.
Раççей саккунлăхĕ хаклă хутсем çинчен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Раççей саккун йĕркисем тăрăх хаклă хутсем шутне кĕрекеннисем:
- Акци
- Кăтартаканăн Банк перекет кĕнеки
- Вексель
- Депозит сертификачĕ
- Икхутлă склад свидетельстви
- Закладная
- Инвестици пайĕ
- Ипотека хутшăнăвĕн сертификачĕ
- Коносамент
- Облигаци
- Эмитентăн опционĕ
- Простое складское свидетельство
- Приватизаци хаклă хучĕ
- Раççей депозитарлă алă пусни
- Перекет сертификачĕ
- Чек
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Гражданский кодекс Российской Федерации (часть первая) от 30.11.1994 N 51-ФЗ, Глава 7.
- Миркин Я.М. Ценные бумаги и фондовый рынок. - М., 1995.