Ханакин
Курӑнакан калӑплав
Ханакин | |
Хула гербĕ | |
Патшалăх: | Ирак |
---|---|
Регион: | Дияла облаçĕ |
Никĕсленĕ: | |
Хула, çултан: | |
Халăх йышĕ, пин çын: | 175 (2005) |
Хула лаптăкĕ: | км2 |
Геогр. анлăхĕ: | 34° 20′ 38" ç. ш. |
Геогр. вăрăмлăхĕ: | 45° 22′ 55" х.т.д. |
Ханакин (араб. خانقين Chanaqīn, курд. خانه قين khaneqîn), — Иракри хула, патшалăхăн çурçĕр-хĕвелтухăç енче вырнаçнă. Дияла облаçĕнче вырнаçнă. Эльвенд юханшывĕпе хула икĕ пая пайланать.
Ханакин хули Курдистанра нефтьлĕ хуласенче иккĕмĕш вырăнта тăрать. Нефть тасатакан предприяти пур. Хулара çавăн пекех чугун çул станциĕ пур.
1965 çулта кунта 23,5 пин çын пурăннă, халĕ 175 пин çын патнелле пурăнать. Иракра ахăр самана пулнă пирки чăн халăх йышне шутласа кăларма питĕ йывăр. Кунта ытларах курдсем пурăнаççĕ. Курд чĕлхин фейли тата лури диалекчĕсем çинче ытларахăшĕ калаçать.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Ханакан хули 2007 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.