Контент патне куҫ

Ханкăр

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Ханкăр (канкăр), — çĕр ăшне чакаласа тунă кирпĕч е чӳлмек хĕртмелли кăмака. Кирпĕч купаласа хĕртмелли, кăрчака чӳлмекĕ пек хырăмлă (23 м), тарăн шăтăклă (3 метр) кăмака. Кăмака айĕнче — вучах. Вут хыпса çунтармалли пырĕ (0,5:1 м) çĕре май çыран хĕррине тухса тăрать. Алпа çапса туса типĕтнĕ кирпĕче ханкăр кăмакине хушăксем хăварса шăтăклă хывса купалаççĕ. Çӳлте тӳпе тăваççĕ. Тӳпинчен тĕтĕм тухмалли мăрье, шăтăк хăвараççĕ. Малтанхи кун вучаха вăйлă çунтармаççĕ, кирпĕчне типĕтеççĕ. Кирпĕч типсе çитсен вучахсенчи вутта пĕр виçĕ кун вăйлă çулăмпа çунтараççĕ. Вучаха çунтарма, вут тума пĕр-пăр кивĕ пӳртĕн пурине илеççĕ. Вучах çулăмпа хĕрсен çулти, тӳпери кирпĕчĕсене (0,5 м) тăпрапа сапса хуплаççĕ. Марйине хупламаççĕ. Кирпĕч пиçсе çитнине мăрьери шăтăкран турчкапа шаккаса пĕлеççĕ. Кирпĕч пиçсе çитсен мăрьене те, вучахăн пырне те хупаççĕ. Кăмака сивĕниччен ханкăра уçмаççĕ, кирпĕче салатмаççĕ.