Хантингтон Самуэль

Хантингтон Самуэль Филлипс (ака, 18 1927 — раштав, 24 2008) — паллă американ социологĕ тата политологĕ. Аслă пĕлĕве Йель университетĕнче илет, тухтăр диссертацине Харвăрт университетĕнче хӳтĕлет, унтах кун-çулĕ вĕçленичченех вĕрентет.
Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Хăйĕн ăслăх ĕç пуçламăшĕнче унăн тĕпчев ĕçĕсем хĕçпăшаллă çарсен граждан тĕрĕслевĕ тата модернизаци теорийĕпе çыхăннă.
- «Тулаш хутшăнăвĕсем» (Foreign Affairs) жкрнала никĕсленĕ, тĕп редакторĕ пулса ĕçленĕ. Политика модернизацийĕ, тĕнче хутшăнăвĕсем, демократипе иммиграци теорийĕ ăслăх уйрăмĕсенче чылай ĕç хайлать. Вĕсен хушшиче çаксем:
- «Салтак тата пратшалăх: граждан-вăрçă хутшăнăвĕсен теорийĕ тата политики» (1957),
- «Улшăнакан этем пĕрлĕхĕсенчи политика йĕрки» (1968), «Виççĕмĕш хум: Демократизаци 20 ĕмĕти ĕмĕр вĕçĕнче» (1991), * «Цивилизацисен тĕкĕшĕвĕ» (1996),
- «Эпир кам? Америка наци хăй уйрăмлăхĕн ыйтăвĕ» (2004).
Унăн цивилизацисен тĕкĕшĕвĕ» концепцийĕ тĕнчипе паллă пулса тăнă, вăл хальхи тĕнчери хутшăнусен улшăнăвне цивилизацисен хирĕçĕвĕсем никĕсĕпе уçса кăтартать.
Вуламалли (акăлчанла)[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- The Soldier and the State: The Theory and Politics of Civil-Military Relations (1957)
- The Common Defense: Strategic Programs in National Politics (1961)
- Political Order in Changing Societies (1968)
- American Politics: The Promise of Disharmony (1981)
- The Third Wave: Democratization in the Late Twentieth Century (1991)
- The Clash of Civilizations and the Remaking of World Order (1996)
- Who Are We? The Challenges to America’s National Identity (2004)
Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Хантингтон С. Столкновение цивилизаций. — М.: АСТ, 2003. ISBN 5-17-007923-0.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Хантингтон кун-çулĕ, Харвăрт университет сайтĕнче Архивленĕ 9 Ака уйӑхӗн 2006 çулта. — акăлчанла
- Тĕнчесем çапăнни — вырăсла
- Демократи лакăмĕ Архивленĕ 18 Раштав уйӑхӗн 2008 çулта. — акăлчанла
- Статья о Хантингтоне на lenta.ru
- http://labazov.livejournal.com/46159.html
- http://old.russ.ru:8080/authors/hantin.html Архивленĕ 27 Кӑрлач уйӑхӗн 2012 çулта.
![]() |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |