Характер (психологи)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Характер (гр. charakter уйрăмлăх, паллă)), — пĕр-пĕр çыннăн, халăхăн, е урăх япалан ытти çавăн пек япаласенчен ăрасна палăрса тăракан ăшри пахалăхĕсем; çынăн кăмăлĕ; нимĕнле чарусене те пăхмасăр хăй ирĕкне кăтартма пултарни; ирĕкĕн, кăмăлăн вăйĕ.

Нимĕç психологĕ Э.Кречмер сĕннĕ тăрăх çын характерĕ кĕлеткинчен килет. Кĕлеткерен уйрăлса тăракан çак характерсене вăл палăртнă:

  • астенсем (гр. ἀσθενές — вăйсăр) — имшерке тăсăк питлĕ çынсем, аллисемпе урисем вăрăм, кăкри лапчăк, мускулĕсем çукипе пĕрех.
  • атлетсем (гр. ἀθλητικός — кĕрешекенесене евĕр) — вăрăм, сарлака хулпуççиллĕ çынсем, кăкрисем тĕреклĕ, скелечĕ хытă, мускулĕсем вăйлă.
  • пикнсем (πυκνός — лаштака, мăнтăр) — вăтам вăрăмăшлĕ çынсем, мăнтăр, мăйĕсем кĕске, пуçĕсем сарлака та пысăк.

Характер енĕсене кăтартассипе характерсем вăтам, палăртуллă, виçерен тухнă шайсем çине пайланаççĕ.