Хемниц

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Хемниц) (ним. Chemnitz, т.-луж. Kamjenica) — Германи федераллă çĕрĕн Саксонин хули.

Этимологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кемниц ятне Цвиккауэр-Мульде (ним. Zwickauer Mulde) юханшывăн юппи ячĕпе панă. Chemnitz лужица сербĕсен чĕлхинчи сăмах, «чуллăрах юханшыв». Чех чĕлхинче хула чех Saská Kamenice ятапа паллă, вăл «Саксон чуллăрах юханшывĕ» тени пулать.

1953 - 1990 çулсенче хула Karl-Marx-Stadt (Карл-Маркс-Штадт), Карл Маркс философ, историк тата революционер ятне йышăннă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Карл Маркс палăкĕ (тăрăхла ячĕ «Башка»
Кивĕ тата çĕнĕ ратушă.

1308 çулчен Кемниц импери хули шутланнă. Вăтам ĕмĕрсенчех вăл экономика центрĕ пулнă, уйрăмах XIV ĕмĕрте шурату привилегине тивĕçсе илнипе.

XVIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче Кемниц Германире чи пысăк промăçлăх центрĕсенчен пĕрри пулса тăрать. Хулари халăх йышĕ питĕ ӳссе кайнă, хулана «Саксон Манчестерĕ» е «хăрăмлă Кемниц» витлевсем çыпăçнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вĕçенче анкăл-американ самолёчĕсем хулана бомбăланă. 1945 çулхи пушăн 5-мĕшĕнче хулана хытă аркатнă.

Паллă çынсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чыслă гражданĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]