Хилон
Хилон — авалхи грек политика ĕçченĕ тата сăвăçĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лакедемонра пурăннă; 55-мĕш олимпиадăра (556/п. эрч. 5) эфор пулса тăнă; эфората чылай вăйлатнă. Хăшпĕр тĕпчевçĕсен шухăшĕпе, Спартăри пурнăç йăли-йĕркин чылай нормине, унчен Ликургăн тенĕскерне, вăлах çырнă.
Хилонăн икçĕр йĕркерен тăракан элеги сăввисем юлнă.
Ватăлсах вилнĕ. Яланлăхах уйрăлса каяс умĕн ывăлне олимпиадăри çĕнтерӳпе саламланă.
Каланисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Сăмахланма юратман. Лаэрт Диогенĕ унăн темиçе ăслă каланине палăртать: «Чĕлхене чарма пĕл, уйрăмах кĕрекере», «Вилнĕ çын пирки е лайăххине çеç, е чăннине çеç», «Туй туса ан мухтан», «Калаçнă чухне алăсемпе ан хăлаçлан, ухмаха тухнă ку тейĕç»…
Унăн чи чаплă каларăшĕ — «Хăвна хăв тишкер»
Лаконипе юнашар вырнаçнă Кифера утрав пирки пӳлĕхлĕ калани ăсхалçă вилнĕ хыççăн пурнăçланнă. Хилон утрав çинче пулса курсан : «Унăн пулса лармалла мар пулнă е пулса ларнă пулсанах пĕтмелле пулнă!». Хилон çапла калани тĕрĕсех пулнă: каярах, Пелопоннес вăрçи вăхăтĕнче, Никий çак утрава ярса илнĕ те унта Афинă гарнизонне хăварнă. Çакăнтан афинсем спартансене чылай çухату кӳнĕ.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Диоген Лаэртский. О жизни, учениях и изречениях знаменитых философов, Пер. М. Л. Гаспарова; Ред. тома и авт. вступ. ст. А. Ф. Лосев; АН СССР, Ин-т философии. — 2-е изд., испр. — М.: Мысль, 1986. стр. 75-77.
Çич ăсхалçă |
|
---|---|