Хирĕçтăравçă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Хирĕçтăравçă (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Хирĕçтăравçă (тăшман, ырă мар вăй) — çар терминĕ, вăл хирĕç тăракан вăйсене палăртма кирлĕ[1].

Тăнăçлă вăхăтра хирĕçтăравçă тесе хăрушлăх кăларса тăратма е вăрçă пуçлама пултаракан вăйсене калаççĕ, «пулаясла хирĕçтăравçă» е «потенциаллă хиреçтăравçă» тенисем пур[1].

Çавăн пекех тĕп хирĕçтăравçă тата иккĕмĕшле хирĕçтăравçă пулать[1]. Тип çĕр çинчи, шыв çинчи, сывлăшри хирĕçтăравçăсем те теççĕ[1]. Хирĕç тăракан вăйсем комбатант тата комбатант маррисем çине пайланаççĕ[2]

Хирĕстăравçă текен термин Раççейре 19-мĕш ĕмерте çуралнă, унтан маларах ырă мар вăй тенĕ; халĕ вара малтанхи терминпа тĕнчипех усă кураççĕ темелле[2].


Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ 1, 2, 3 тата 4 Противник // Военная энциклопедия / С. Б. Иванов. — Москва: Военное издательство, 2003. — Т. 7. — С. 33. — ISBN 5-203-01874-X.
  2. ^ 1 тата 2 Противник // Советская военная энциклопедия. — Москва: Военное издательство МО СССР, 1978. — Т. 6. — С. 581.
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсар» логотипĕ
«Викисăмахсарта» статья пур «хирĕçтăравçă»