Контент патне куҫ

Христианлăх çылăхĕсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Христианлăх çылăхĕсем, — Христианлăх тĕнĕнче çылăхлă, тума юраман ĕçсем.

Турра хирĕç тăвакан çылăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • мăнаçлăх;
  • Турă çырса хăварнă ĕçе пурнăçламанни;
  • Чарусене пăсни: Турă Саккунĕн вунă чарăвне, Евангели чарăвĕсене, чиркӳ чарăвĕсене;
  • ĕненменни тата сахал ĕненни;
  • Турă каçарассине шанманни,
  • Турă çăлассине ытлаши шанни;
  • Турăран хăрамасăр, юратмасăр ăна ĕненни;
  • экстрассенсенчен, астрологсенчен, вĕрӳçĕсенчен пулăшу ыйтни;
  • «таса» е «хура» тухатлани;
  • ыйхă е паллă мĕне те пулин уçса парассине ĕненни;
  • Турра ăшра е сăмахпа вăрçни, ятлаçни;
  • Турра панă сăмаха тытманни;
  • Турă ятне кирлĕ мар чухне калани;
  • Таса кĕнекене хисеплеменни;
  • ĕненме хăранипе вăтанни;
  • Таса кĕнекене вуламанни;
  • чиркĕве ахаль кăна çӳрени, кĕл тунă вăхăта кая юлса килни е маларан тухса кайни;
  • Турă уявĕсене хисеплеменни;
  • пурнăçа çын хăйех пĕтересси çинчен шутлани;

Çыхăх çна хирĕç тунă çылăхсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Çывăх çынна юратманни;
  • Тăшмансене юратманни, вĕсене усал сунни;
  • Каçарма пĕлменни, усала хирĕç усалпа тавăрни;
  • Аслисене хисеплеменни;
  • Каланине пурнăçламанни, илнине тавăрманни, ют çын япалине илни;
  • Урăх çынна хĕнени, е пурнăçне татни;
  • Вăрлани, хăратни;
  • Вăйсăрисемпе айăпсăррисене тата инкеке лекнисене пулăшманни;
  • Ачана хырăмра вĕлерни, е ку ĕçе хистени;
  • Ӗçре кахаланни, ĕçе тĕплĕн туманни, ытти çынсен ĕçне хакламанни;
  • Хăв ачусене тĕрĕс ӳстерменни;
  • Ачасене
  • Хыткукарланни;
  • Чирлĕ çынсене курма пыманни;
  • Вĕрентекенсене, тăвансене, тăшмансене асăнманни;
  • Чĕрчунсемпе кайăксене хĕнесси е вĕсемпе япăх тăвасси;
  • Йывăçсене кирлĕ-кирлĕ мар чухне касасси;
  • Тавлашни;
  • Япăх сăмах сарасси, ĕлеклесси;
  • Ытти çнсен калаçăвне илтени, çынсем çинчен элек сарни;
  • Çывăх çынсен киревсĕр ĕç тунине ĕненни;
  • Улталани;
  • Суйни;
  • Киревсĕр анегдотсене каласа пани;
  • Тупăш валли туслашни, юлташа улталани;

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]