Хура пăсара

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Хура пăсара

Хура пăсара — çур метртан кĕскерех чĕрчун, йывăрăшĕпе пĕр килограмран иртет. Хура пăсарана вăрман пăсари теççĕ пулсан та вăл пысăк вăрмансене килĕштерсе каймасть. Ытларах пĕчĕк вăрмансенече, катасенче, вĕтĕлĕхсенче, хăвасенче сарăлнă. Пирĕн тăрăхра пăсарасем кил-çурт çывăхне те вырнаçаççĕ. Пăсара каç пулсан апат шырама тухать. Кăнтăрла çын куçне курăнасран хăрать. Кил-çурт таврашĕнче хур-кăвакал, чăх чĕпписене тапăнса пысăк сиен кӳрет. Апла пулин те пăсаран тĕп апачĕ - тĕрлĕрен кăшлакан чĕрчунсем. Вĕсене пĕтерсе пăсарасем пысăк усă кӳреççĕ. Пăсара ами утă уйăхĕнче 4-6 çура тăвать. Пирĕн республикăра хура пăсара йышĕ 200-350 пуçа çитет.

Brehms Het Leven der Dieren Zoogdieren Orde 4 Bunzing (Putorius foetidus).jpg
Пăсара йĕрĕсем