Контент патне куҫ

Хура йытçырли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Хура соланум ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Соланум (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Паслён чёрный (лат. Solánum nígrum) — йыт çырли йышĕнчи биологи тĕсĕ. Евразинчен тухнăскер, халĕ Америка тата Австралинче те тĕл пулать.

Чăвашла, кулленхи калаçура, йыт хурлăханĕ теме пултараççĕ. Анчах та ăслав шайĕнче апла асăнма меллех мар.

Якоб Штурмăн Deutschlands Flora in Abbildungen, 1796 кĕнекинчи Ботаника ӳкерчĕкĕ

Пĕр çул ӳсекен 30—120 см çӳллĕш тӳрĕ пайланакан тыналлă курăк. Шурă чечекĕсем çăлтăр евĕр пилĕк çунатлă. Çимĕçĕ - пăрçа пысăккăш хура çырла, çурла-авăн уйăхĕсенче пиçет.

Хура йытçырлин çимĕçĕсем

Курăкĕнче тата пиçмен çырлинче наркăмăшлă алкалоид соланидин пур, çавăнпа вĕсене çиме юрамасть.

Йыт çырли çимĕçĕсем

Хăшпĕр çĕршысенче, ытларах Индипе Эфиопинче, тата Раççейре[1] пиçнĕ çырлисене çиеççĕ. Вырăссем ăна поздника, вороняжка, бздника тесе калалаççĕ. Пиçнĕ çырлисене чĕрĕлле çиеççĕ, кукăль ăшне хураççĕ, варенисемпе кĕселсем хатĕрлеççĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]