Контент патне куҫ

Пăрçа

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминӑн урӑх пӗлтерӗшсем пур, Пăрçа (пĕлтерĕшсем) пӑхӑр.
Пăрçа
Пăрçа
Ăслăх классификацийĕ
Патшалăх:
Уйрăм: Покрытосеменные
Класс: Двудольные
Йĕркелĕх: Пăрçа йышшисем
Йыш: Пăрçа йышшисем
Кĕçĕн йыш: Faboideae
Триба: Vicieae
Ăрат: Пăрçа
Латинла çырни
Pisum
Пăрçа
Pisum sativum

Пăрçа (Pisum) — унччен пăрçа йышшисен йышри (ямахатри) ӳсентăрансен речĕ шутланнă.

Анчах та çав ĕлĕкхи ретри ÿсентăрансем пурте тăрна пăрçи текен рете (Láthyrus) кĕреççĕ. Çапла вара малтан асăннă рет халĕ ахаль ушкăн пек шутланать, вăл, ахăртнех, систематика тулашĕнче

Çырса кăтартни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Пăрçа чечекĕ

Ака пăрçи (Р. sativum) — чи паллăскер тата сарăлнăскер. Унăн вăрăлăхĕ (пăрçасем) чăмăр евĕр е кăштах лапчăк, анчах та кĕтеслĕ мар, чечекĕсем ялан тенĕ пекех шурă, шупка хĕрли те пулаççĕ. Авалтанах ӳстереççĕ; анчах та ăна икĕпатсем пĕлмен, пулмалла.

Тепĕр тĕсĕ, хир П. (Р. arvense), кĕтеслĕ вăрăлăхлă пулсан та, ăна нумай автор уйрăм тĕс тесе те йышăнмасть. Хĕвеланăç енче, анчах малтанхи тĕсĕнчен сайрарах уйра акса илеççĕ.

Пăрçăра питĕ нумай белок япалалăхĕ (20-26 %).

Симĕс пăрçана туса илес енĕпе малта пыракан çĕршывсем — Индипе Китай, типĕ пăрçана Канадăра, Францире, Раççейре тата Китайра туса илеççĕ.

Симĕс пăрçана туса илни, çулсемпе (FAOSTAT)(ĕçлемен каçă)
пин тоннă.
Патшалăх198519952005
Инди1 3802 5003 200
Китай3007392 209
АПШ1 3101 112885
Франци427557428
Аслă Британи500447322
Икĕпат79219290
Бельги00170
Марокко2521145
Венгри349179100
Испани555897
Типĕ пăрçана ӳстерсе пухни, çулсемпе (FAOSTAT)(ĕçлемен каçă)
пин тоннă.
Патшалăх198519952005
Канада1691 4553 170
Франци9612 7011 332
Раççей01 2121 290
Китай1 6701 0251 200
Инди331667800
АПШ131269667
Украина01 376600
Германи50216464
Австрали241530401
Аслă Британи215286200
  • Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. — Чуваш. кн.изд-во.

Çавăн пекех

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ясмăк, Ыраш, Шалçа пăрçи, Нимĕç пăрçи, Тулă, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Рис, Урпа.