Хутăшсен концентрацийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Dilution-concentration simple example

Хутăшсен концентрацийĕ тесе харпăр хутăшри компонентăн виçине калаççĕ — вăл, шутлавлăх енчен, компонентăн капне пĕтĕм хутăш енчен палăртса кăтартать. ИЮПАК терминологийĕпе, компонентăн концентрацийĕ тесе тăватă капа калаççĕ: компонентăн моль е хисеп шутлавлăхĕн шайлашулăхĕ, унăн масси, е калăпăшĕ, ирĕлчĕкĕн калăпăшĕ енĕпе[1] (виçев пĕрчисем, вĕсен йĕркипе черетлесе пыруçăн, — моль/л, л−1, г/л, тата хапасăр кап). Компонентăн шайĕ тесе ИЮПАК массăн, калăпăшăн е япалалăх шутлавлăхĕн хапасăр шайлашулăхне калать.[2] Анчах та кулленлĕхре «концентраци» термина калăпăшла шайсем мар шайсем пирки те тата ИЮПАК палăртманнисемпе те калама пулать. Икĕ терминĕ те хуть те мĕнле хутăшсене те пырса тивме пултараççĕ, вăл шутра механикăлла хутăшсене, анчах та ытларах чухне ирĕлчĕксене пырса тивет.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ International Union of Pure and Applied Chemistry concentration // IUPAC Compendium of Chemical Terminology. — Research Triagle Park, NC: IUPAC. — ISBN 0967855098.
  2. ^ International Union of Pure and Applied Chemistry fraction // IUPAC Compendium of Chemical Terminology. — Research Triagle Park, NC: IUPAC. — ISBN 0967855098.