Контент патне куҫ

Хутшăнаканăн канашлу страници:Viktor/Архив 2021

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Молекула биологийĕ» тата «Статистика физики»

[кодне тӳрлет]

Аван-и, Виктор,

Мĕн-ха вăл молекула? Çав тери пĕчĕк пĕрчĕ. Вăт çав пĕрчĕн «биологийĕ» пулма пултарать-и? Çук, çапса пăрахсан та пулма пултарймасть. Хуть те мĕн кала, анчах та ку абсурдран та абсурд. Эппин, мĕне пĕлтерет-ха «молекулярная биология» тени? Вăл биологие çав молекулăсем шайĕнче, молекулăçене явăçтарса пăхса тухнине çеç пĕлтерет. Урăх ниме те мар. Молекулăн физики пур, анчах биологийĕ çук.

Мĕн вăл стаистика? Статистика вăл — хисепсем, числосем. Пысăк хисепесем, пысăк числосем. Çав числосен «физики» пур-и? Çук! Çапса пăрахсан та çав числосен нимле «физика» та пулма пултараймасть. Хуть çурăлса тух — анчах та вăл çук! Мĕншĕн тесен число вăл — абстрактлă япала. Ăна хыпашласа пăхаймастăн. Унăн шарши те, калапăшĕ те, йывăрашĕ те çук. Çавншшакл япаласен ăçтан «физика» пултăр? Пулмасть, пулмасть татах пулмасть! Статистикăлла физика тени вăл хайхи физикăна ăнсăрт пулăмсенчен пуçтарăннă пысăк хисепсем пулăщнипе тĕпченине çеç пĕлтерет. Çавна çеç.

Вăт çакăн пек шÿт пур. Айван ачасене витре тыттараççĕ те — «искра» шырама яраççĕ. А лешĕ каять, шыраса çурет «искра». Вăт çавнашкал япалана аса илтерет ку. Эппин «искра» шыраса çÿресе тĕнчене култарас марччĕ. Е тата «пушара аçа çапни» тенĕ пек анекдот пур. Каллех — кулăш. Анчах та питех кулас килмест. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 04:55, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Пĕрмĕш, Сире лăплантарăп: тĕнчене култармăпăр. Чăвашла калаçакан/пĕлекен хухсах пырать.

Месек (Юхма Мишши каллех): Кăнтăрла еннелле водительсем сăра ĕçме утаççĕ (тахçан сăра ĕçме юранă), вĕсене директор тĕл пулать. Ăçта каяттăр? (вăл чухланă: 3 çын ытла пĕр майлă утни ырра мар). Лешсем: компресси пĕтрĕ, çавна илме каятпăр. Кайăр апла, тет (пулнă ĕç.).

Сирĕн план пур — çав месерле сăмахсене сармалла (çăкăр чĕлли те кирлĕ мар!), тепĕртакран ă, ĕ вĕçленисене те ылмаштарма пуçлатăр. Иван Яковлев тунă алфавит килĕшмест пулсан та, кунта ун пирки сӳтсе явмалăх кворум çум. Ревизи тума комисси пуçтарас пулать. Пирĕн чăваш ăнланмалла контент кĕртмелле википедине. Тĕрлĕ сăмахсен фунцисене ылмаштармалла мар!

  • Хĕсĕнсе кĕрсе çырни. Унашкал плансем манăн çук. Мана тĕрĕс куçарни (шухăшне улăштарманни) çеç интереслентерет. Ячĕшĕн тата суйса куçарни мана кирлĕ мар.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:57, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Статфизика пултăр, апла. Физиксем çапла калаççĕ. Вăл ытларах математика дисциплини. Ăна физикăна пулăшма хоптĕрленĕ. Университетсенче вулакан курсĕн ячĕ: Статистическая физика и термодинамика (юлашкине хăтлану меслечĕсемпе тĕрĕслеме пулать, пĕрремĕшĕ — теори çеç). Статистическая физика/статфизика, тен, уйрăммăн математика факĕсенче пур пуль.

  • Хĕсĕнсе кĕрсе çырни. Электронла энциклопедире унашкал кĕскетейместĕн. Статистикăлла физикăра математика нумай пулсан та, вăл пурпĕрех физика, математика мар. «Математическая статистика» тени те пур вĕт. Вăл вара чăнах та математика, физика мар.--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:57, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Физика термина тĕпрен куçарсан, çутçанталăк пулать. Чăвашла пур сăмаха та шухăшламăсăр куçарсан, эпир тупике çитĕпĕр, е хамăрăн никĕсне çухатăпăр. Паллах, тĕнчери çакнашкал тенденципе, вак чĕлхесем пĕтсе, шултрисем унификациленсе пырĕç. Viktor (сӳтсе явни) 09:12, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Ç.Х. [:ru:Трансдисциплинарность], Наука на стыке трёх дисциплин, Стыковые научные дисциплины. Халĕ мĕнпур тĕпчевçĕ ĕç шыраса темĕнле те япала та шутласа кăларать. Вĕсем хыççăн, мала тухас тĕллевпе, шухăшламасăр тапăртатса чупни такăнтарĕ. Viktor (сӳтсе явни) 09:24, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Тутарсем епле куçараççĕ, пăхса илĕр. Вĕсем айван çынсем мар. Хӳрешке вăл пире чарак лартать. Çавна асра тытмалла. Viktor (сӳтсе явни) 09:27, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Тутарсен ансат: «Молекуляр биология». Сирĕнни пек кастарсан, «Молекула биологиясы» тумаллаччĕ. Анчах ун пек пулма пултараймасть!!!!!!--Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:24, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Туртăм категорийĕ е урăх мел?

[кодне тӳрлет]

Туртăм категорине никам та хирĕç мар. Чылай чухне апла та, капла та каять. Сăмахран, хуть Ньютон саккунĕ те, хуть Ньютонла саккун. Нимле тавлашу та çук. Пĕрремĕшĕ — лайăхрах та. Анчах та тепĕр чухне шухăш сапаланать. Ун пирки калаçрăмăр ĕнтĕ. Малалли калаçу валли ятарласа çĕнĕ статья кĕртрĕм — Тăтăшлăхла пулаяслăх. Çапла çеç калама пулать. Урăх нимле те калаймастăн. Мĕншĕн тесен «Тăтăшлăх пулаяслăхĕ» тени — пач урăх япала. Патне те пымасть! Пĕлтерĕшĕ тĕппипех урăхла. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 13:33, 18 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Комбинаци меслетне ăнкартаймарăм. Viktor (сӳтсе явни) 21:16, 31 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)
Ăнкартни кирлĕ мар унта. Вырăнне лартнă вĕт. Результат пур. Пурте хăй вырăнĕнче. Тĕрĕслесе пăхма пулать. Анчах та та сутана текеннине апла пушатма çук. Пĕртен-пĕр çавă çеç юлчĕ. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 22:39, 31 Кăрлач уйăхĕн 2021 (UTC)

Атту нумай пĕлтерĕшлĕ сăмах та: группа, тум... Viktor (сӳтсе явни) 07:18, 1 Нарăс уйăхĕн 2021 (UTC)

Çĕнĕ пуçелĕк

[кодне тӳрлет]

Аван-и. Шупашкарти «Пулхăр» мичĕтĕн сăнне вырăсла Википедирен чăвашла Википедие куçарма çук-и? Файл:Мечеть «Булгар» (Чебоксары).jpg. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 09:49, 24 Ҫу уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Салам! Ăна вырăссем патне анчах кĕртнĕ, çавăнпа унта анчах тухать. Мета-Викине кĕртмен. Авторĕ патне çырса ямалла. Viktor (сӳтсе явни) 10:27, 24 Ҫу уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Запрос на статью

[кодне тӳрлет]

Добрый день! Есть просьба создать статью о Герое Советского Союза, который является уроженцем Чувашии и недавно умер в Харькове - Карпеев Михаил Поликарпович. --Visem (сӳтсе явни) 06:59, 9 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Hi, how are you?

[кодне тӳрлет]

Hi, dearest Viktor, how are you? Me I'm very well, I was vaccinated with Johnson.

Please, can you open this new page in Russian? He is a friend of mine that collects Мейсен фарфор, that was also member of Chamer of Deputies.

Thanks a lot for your great help, and see you soon.

Rei Momo (сӳтсе явни) 14:10, 16 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Thank youuuuuu!!! I hope the final can be Italy vs Belgium!!! Rei Momo (сӳтсе явни) 20:54, 20 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Thank you very much for your great work!!! Rei Momo (сӳтсе явни) 22:21, 20 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
You are welcome! Good luck. Viktor (сӳтсе явни) 22:32, 20 Ҫӗртме уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

My dearest Viktor, how are you? Me, my love and all the family are well. All took the vaccine (me monodose Johnson).

I've opened this page about this wondeful singer. Please I ask a little help to correct the automatic translation, just some minutes. Thanks a lot for your great help, and see you very soon!!!

Rei Momo (сӳтсе явни) 07:11, 9 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Thank you very much, God bless you, see you soon! Rei Momo (сӳтсе явни) 21:10, 11 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
Hello, my dear friend! I congratulate you and Italy on winning Euro 2020! Well done football players! All the best! Viktor (сӳтсе явни) 22:39, 11 Утӑ уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Translation request

[кодне тӳрлет]

Hello.

Can you translate and upload the article ru:Бакинская фондовая биржа in Chuvash Wikipedia?

Yours sincerely, Multituberculata (сӳтсе явни) 13:18, 10 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Thank you very much for the new article and all the best! Multituberculata (сӳтсе явни) 21:00, 10 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]
You are welcome! Yours sincerely Viktor (сӳтсе явни) 05:30, 11 Ҫурла уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Морфологи

[кодне тӳрлет]

В.И.Сергеев ХАЛЬХИ ЧАВАШ ЧЁЛХИ. МОРФОЛОГИ. ПРАКТИКУМ. Шупашкар 2005

<<-Ла(-ле), -лла(-лле) аффиксла самахсем хаш пуплев пайне кёнине палартар: пайла, суйла, парала, ачалла, ухмахла, диччёлле, парнелле. парнеле, курманла (си), шатарасла (пах), пуканелле, Хусанкайла, ятла, уамракла, вёрилле, Валери Чкаловла, А.Г.Николаевла, саккарла (cai парна тата), дуралса каясла, пулмасла, автан киккирикёлле, Кавказрисемле (кала?), марла, кёрле, сёрле, юмахла, иёр пат ырашла>>

<<5-мёш ханахтару. -Ла(-ле), -лла(-лле) аффиксла япала ячёсем мёнле пёлтерёшлё пулнине анлантарар. 1. а) Куранас пулсан та вал тапхар Сире £ёпёрле индетлёхпе кичемлёх майла дед куранё. а) Малтан эпё Сирён пата Сире халалласа савалла дырас тесеттём, анчах ку ача-пачалла шухаша парахадларам. б) Ку енёпе дынран пулашу ыйтмастап, Эсир юлташла камалпа хута кёни вара маншан питё те хаклй. в) Хутара вулама тытанна чух эпё хама ачалла хатланнашан ятласса кётрём. г) Юлашки <;ыраварта юлташла тарахласа илес туйам пурри харатмасть мана. д) Манпалаахальтен geg ту ела вылянине мал танах пёлмен мар. е) Манан пёрре хёвелле хаватпа кашкарса ярассам килчё ((^едпёл Мишши А.П.Червякова патне яна дырусенчи йёркесем).>>

<<4-мёш ханахтару. I. Аяларах пана самахсене тишкерёр те чаваш чёлхинче -ла(ле), -лла(-лле) аффикса самах тавакан чи тухадла аффикс теме пулать-и? Е вал самаха улаштаракан аффикс кана? Хыралла: ырашла, тулалла, сёлёлле, урпалла, пардалла, вирле, кукурузалла, соялла, варалла, викалла... Пул ал.I га: дарттанла, ыраш пётрилле, дупахла, карташла... Вьщьахла: сысналла, сурахла, ёнелле, парулла, путекле, айарла, лашалла, качакалла, слоила, страусла, мулкачла, куянла, ашакла, анчакла, упалла, пакшалла, йыталла, вакарла... Кайакла: даханла, иопугайла, чакакла, дердилле, шапчакла, гарналла, саркайакла, тарилле, таманалла, куракла, куккукла, чавкала, автанла, акашла... Вайалла: дёрёлле, гандболла, кункалла, хоккейла, лапталла, маткалла, шашкалла, чушкалла, лотолла, тункасла, теннисла, футболла, волейболла... Сшггакла: офицерла, прапорщикла, сержантла, капитанла, майорла, лейтенанта, генералла, генераллейтенанта, генерал-майорла... Куракла: уталла, каюлла...

II. Чёлхесем дёр динче 3 пин ытла, вёсен ячёсем думне пур чухне те -ла(-ле), -лла(-лле) аффикс хушма пулать: Чйвашла, вырасла, тутарла, пушкйртла, нухайла, французла, полякла, чехла, акалчанла, нимёдле т.ыт.те HI. Сёр чамарё динче пуранакан темиде миллиард сыннан кашнинех ячё (хушамачё, ашшё ячё, хашёсен псевдонимё) пур. Сав ятсем те пурте -ла(-ле), -лла(-лле) аффикс йышанма пултараддё: Петёрле, Димитриевла, Петр Егоровичла, Петр Егорович Димитриевла, Эйзинла т.ыт.те.

IV. Сьшссм мёнле профессипе пуранаддё, дав ятсем (вёсем пинрен иртеддё) думне -ла(-ле), -лла(-лле) аффикс ирёклёнех дыпданма пултарать: колхозникла, шоферла, фрезеровщикла, каскалаканла, рабочилле, летчикла, механикла, монтерла, электрикла, дыравдалла, кудараканла т.ыт.те....>>

ПДФри код кунтинчен урăхла, çавăнпа кунта сĕтĕрсе килсен вулама йывăр. Эп турлетсе тăмарăм. Каçару ыйтатăп çавăншăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 05:46, 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]

Эпĕ çаксене пĕлетеп. Паллă ячĕ (имя прилагатаельное) вырăнне усă курни мана килĕшмест. Пăтраштарать — ахаль те нумай функци тухать. Сиам йĕкĕрешĕсене уйăрмалла — вара аван пулĕччĕ. Viktor (сӳтсе явни) 07:09, 29 Авӑн уйӑхӗн 2021 (UTC)[хуравла]