Цветаев Фёдор Фролович
Фёдор Фролович Цветаев | |
Çуралнă вăхăт | 1798 |
---|---|
Вилнĕ вăхăт | 1859, чӳк, 3 |
Гражданлăх | Шаблон:РИ |
Пăхăнулăх |
Фёдор Фролович Цветаев (1798—1859) — XIX ĕмĕрĕн пĕрремĕш пайĕнчи паллă библиофил тата библиоман.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ача чухнех Плавильщиков библиотекине ĕçе кĕнĕ, каярах, А.Ф. Смирдин аллине куçсан, библиотекарь пулса тăнă. Иртен каçа çити кĕнекесемпе ĕçленĕ, ăна вырăс сăмахлăхĕн 1820-1850 çç. литераторсем пĕлнĕ. Илемлĕ литературăпа журналистика уйрăмĕнче çеç мар, ăслăхăн ытти отраçлĕсенче Цветаев чĕрĕ каталог тата хыпар энциклопедийĕ шутланнă. Телĕнмелле астăвăма пула, вăл Раççейре Ломоносов тапхăрĕнчен пуçласа анчахрах тухнă пĕчĕк кĕнекене пĕлнĕ, кирлĕ статья мĕнле №-лĕ журналра, хăш страницăра вырнаçнине, епле критика ĕçĕсем хăш периодика кăларăмĕсенче тухнине палăртма пултарнă. Ытлах калаçма юратман та чĕмсĕр Федор Фроловича вулакан мĕнпур Петербург хисепленĕ.
Хĕрĕххĕмĕш çулсенче библиотека Крашенинников аллине лексен те Цветаев унтах юлнă, аллăмĕш çулсенче çеç, пулас, канăва кайнă.
Çут тĕнчерен 1859 çулта чӳкĕн 3-мĕшĕнче уйрăлса кайнă.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Википедия:Статьи с ручной викификацией дат в карточке
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Википедия:Статьи без изображений (тип: тăнлă çын)
- XIX ĕмĕрти библиотекарьсем
- Раççей империн библиотекарĕсем
- 1798 çулта çуралнисем
- 1859 çулта вилнисем
- Чӳкĕн 3-мĕшĕнче вилнисем
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Библиографсем, алфавитпа
- Раççей империн библиофилĕсем
- XIX ĕмĕрти библиофилсем