Контент патне куҫ

Чăваш Енри Элĕк районĕн гимнĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Элĕк районĕн гимнĕ

("Сурăмпала Вылă хушшинче" юрăран)

Сăмахĕсем Александр Галкинăн
Кĕвви Юрий Кудаковăн
1.
Сурăмпала Выла хушшинче —
Чăн чăваш çĕр-шывĕ çак тĕнче.
Симĕс пурçăн — ешĕл вăрмансем.
Çутă капăр кӳлĕ-пĕвесем.
Хушса юрламалли:
Элĕк ен ку, аслă Элĕк ен
Ытарайми илемлĕ таван ен!
Ӗмĕрне те тухмăн чĕререн.
Кăмăла çĕкле хĕвеллĕ ен!
2.
Юнтапапа Тукташ хушшинче —
Илĕртӳллĕн ешерет тĕнче.
Сар чечеклĕ — улăх çарансем,
Шур чечеклĕ — улма пахчисем.
3.
Ямашапа Тени хушшинче —
Çĕнтерӳллĕн çĕнĕлет тĕнче.
Килсерен хисеплĕ ĕçченсем,
Ялсерен — мухтавлă маттурсем.