Чăваш Республикин халăх артисчĕ
Курӑнакан калӑплав
«Чăваш Республикин халăх артисчĕ» | |
Патшалăх | Чăваш Ен, Раççей Федерацийĕ |
---|---|
Тĕс | Чыслав хисепĕ |
Кама тивĕçтереççĕ | артистсене |
Статус | тивĕçтереççĕ |
Статистика | |
Пĕрремĕш чыслани | 2005, пуш, 29 |
Умхыçлăх | |
Аслă чыслав | «Чăваш Республики умĕнчи тивĕçлĕх» орден медалĕ |
Кĕçĕн чыслав | Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ |
Чăваш Республикин халăх артисчĕ — Чăваш Республикин чыслав хисепĕ. Чăваш Республикин 2005 çулхи пушăн 29-мĕшĕнчи «О государственных наградах Чувашской Республики — Чăваш Республикин патшалăх чыславĕсем пирки» саккунĕпе çирĕплетнĕ.
Чăваш Республикин культура аталанăвне чаплă ӳсĕм кӳнĕшĕн тата унăн нумай нациллĕ халăхĕ умĕнче тивĕçлĕ пулнăшăн чыслаççĕ. «Чăваш Республикин халăх артисчĕ» хисеплĕ ятпа чыслакакана кăкăр çинчи паллăна параççĕ, ăна сылтăм ене çакаççĕ.