Чăваш Республики Президенчĕн штандарчĕ
Курӑнакан калӑплав
Чăваш Республики Президенчĕн штандарчĕ — Чăваш Республики Президенчĕн пайăр палли.
Çырса кăтартни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Тăватă енчен пурпур хĕрриллĕ сарă тĕслĕ пурçăн пусма. Пусма варринче пурпурпа тĕрленĕ республикăн патшалăх символĕсен тĕп эмблеми ӳкерчĕкĕсем - герб тата ялав.
Ӗçлекен президентăн ĕç тапхăрĕ вĕçленсен штандарта унăн хыççăнхине куçарса параççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн штандарчĕ:
Чăваш Республикин президент влаçĕн палли (символĕ); историлле — чăваш халăхĕн чун-чĕмлĕх пуянлăхĕ, унăн хаклă реликвийĕ шутланать, вăл управа тивĕç пулать;
Чăваш Республики Президенчĕн хăйне суйласа лартнă халăха тăнăç та лăпкă пурнăçĕшĕн, унăн ырлăх-сывлăхĕшĕн пайăр яваплăх символĕ пулса тăрать.
Чăваш Республикин Президенчĕн хушăвĕпе йышăннă.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Геральдика сайтĕнче çырса кăтартни (вырăсла)