Контент патне куҫ

Чăваш Сурăмĕнчи шкул историйĕн музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш Сурăмĕнчи шкул истори музейĕЧăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Чăваш Сурăм ялĕнчи Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулĕн музейĕ.

Пур хыпарсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Музей шкул çуртĕнче, истори кабинечĕ çумĕнчи пӳлĕмре вырнаçнă.

Музейе 1992 çулхи чӳк уйăхĕнче уçнă, çавăн чух шкул 130 çула çитнĕ уяв кунĕ пулнă. Ăна Л. И. Ефимов вĕрентӳçĕ тăван ен тĕпчевçи ертсе пынипе шкулти çулçӳревпе тăван ен тĕпчев кĕтесĕ йĕркеленĕ.

Музейри "Шкула — 130 çул" экспозици хăнасене сăнӳкерчĕксемпе, архив докуменчĕсемпе тата урăх материалсемпе паллаштарать. Музейре Чăваш Сурăм ялĕпе Элĕк район кун-çулне кăтартнă. Çĕршывĕпе чапа тухнă ентешсем çинчен пухнă материалсем, асаилӳсем (çав шутра магнитлă управсем те), сăнӳкерчĕксем, архив материалĕсен копийĕсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]