Чăваш краеведени, наци музейĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Чăваш краеведени, наци музейĕ 1921 çулхи нарăс уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕ йĕркеленсе каять. Музей ертӳçи Неверов Николай Павлович историпе филологи факультетне пĕтернĕ çын пулнă. Ăна пулăшса тăракансен ретĕнче чи пĕрремĕшсем çаксем пулнă: А.В. Васильев, М.С. Спиридонов, Г.Д. Данилов, М.П. Петров-Тинехпи, А.К. Прокопьев-Пилли, К.В. Элле, Н.Р. Романов, И.Т. Тихонов тата ыттисем те. Аталану çулĕ музейшĕн питĕ йывăр пулнă. 1980 çулта музея XIX ĕмĕр вĕçĕнче хăпартнă Ефрем хуçа çуртне куçарнă. 1991 çулччен музей – краеведени музейĕ пулнă, хальхи вăхăтра вара вăл Чăваш наци музейĕ ятне тивĕçнĕ. Музей фончĕсем шутне 160 000 яхăн япаласем кĕреççĕ. Çак япаласем истори, культура, экономика, Республикăри çутçанталăк çинчен вĕренме питĕ кирлĕ материал. Чăваш наци музейĕн тăватă филиалĕ пур: 1. В.И. Чапаев ячĕллĕ музейĕ; 2. К.В. Иванов ячĕллĕ литература музейĕ; 3. Шупашкарти Çеçпĕл музейĕ; 4. Канаш районĕнче вырнаçнă Çеçпĕл ячĕллĕ музейĕ. Чăваш наци музейĕ çак адреспа вырнаçнă: Шупашкар, Хĕрлĕ площадь урамĕ, 5-мĕш çурт. Ӗç вăхăчĕ: 10:00-17:00 (ытларикун-эрнекун).