Контент патне куҫ

Чăваш патшалăх культура тата ӳнерсен институчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Чăваш патшалăх
культура тата ӳнерсен институчĕ
(ЧПКӲИ)
Никĕсленĕ çул 1920 çутă, 10
Ректор Баскакова Н. И.
Вырнаçнă Шупашкар
Юридици адресĕ 428000, Шупашкар, Президент бульварĕ, 17 ç.
Сайт http://www.chgiki.ru/

Чăваш патшалăх культура тата ӳнерсен институчĕ — Чăваш Республикин патшалăх бюджетĕнчи аслă вĕренӳ шкулĕ.

Ректор — Баскакова Н. И.[1]

Адрес: 428004, Чăваш Республики, Шупашкар, Президент бульварĕ, 17.

Института 2000 çулхи утăн 10-мĕшĕнче Шупашкарта уçнă. Вĕренĕве хăйĕн историнчи пĕрремĕш çулĕнче 38 студента илнĕ. Авăң уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне институтра 30 ытла педагог, вĕсенчен 7-шĕ штатрисем, ĕçленĕ[2].

Институтăн пиллĕк этажлă общежити тата концерт залĕ (500 вырăн) пур.

Института виçĕ факультет кĕрет:

  • культура факультечĕ (социокультура тата библиотека ĕçхĕлĕн кафедри; халăхăн ӳнерлĕ пултарулăхĕн кафедри; гуманитари тата социоэкономика дисциплинисен кафедри), декан — Л.В. Илларионова, доцент, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи;
  • ӳнерсен факультечĕ (актер ăсталăхĕн тата режиссура кафедри; хор дирижёрĕ тата халăх юрри кафедри; вокал ӳнерĕн кафедри; ӳнерсен теорийĕ, историйĕ), декан - Н.В. Гайбурова;
  • хушма пĕлӳ паракан факультет, декан — О.В. Михайлова педагогика ăслăхĕсен кандидачĕ, доцент.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. Минкультуры Чувашии. Исполняющим обязанности ректора института культуры и искусств назначена Наталья Баскакова.
  2. Чувашский государственный институт культуры и искусств // Краткая чувашская энциклопедия. — Чувашское книжное изд-во, 2001.